Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЭПИР ÇӖНТЕРӲÇӖСЕН ЙЫШӖНЧЕ!

«Сувар» проекчӗ республикăри ытти массăллă хыпар хатӗрӗсенчен чи анли

Ӗнер, декабрӗн 8-мӗшӗнче, «Татмедиа» агентствăра Тутарстанри халăхсен чӗлхипе культурине сыхласа хăварса аталантарассипе массăллă хыпар хатӗрӗсен проекчӗсен конкурсне пӗтӗмлетрӗç. «Сувар» хаçат «Чӗлхене упраса халăха сыхлатпăр»  грант проектне çӗнсе илнӗччӗ. Чӗлхе ыйтăвӗ çивӗч тăнăран эпир тăван чӗлхе вӗрентӗвӗ çине пусăм турăмăр. Çивӗч ыйтусене çутатнипе пӗрлех проекта тӗрлӗ çулти ачасемпе аслисене явăçтарма тăрăшрăмăр.

Шкул ачисемпе вӗрентекенсем валли уйăхсерен тухса тăракан «Шăнкăрав» хушма кăларăмра, социаллă сетьсенче чи пӗчӗккисенчен пуçласа аслисем таранах тăван чӗлхепе сăвă вулассипе онлайн-конкурс, çыракан ачасен хушшинче литература конкурсӗ, учительсен урок конкурсне ирттертӗмӗр. Çак проект шайӗнчех «Паллашар-ха кӳршӗпе» хушма проект пуçарса юнашар пурăнакан халăхсен чӗлхипе, культурипе тата йăла-йӗркипе паллаштартăмăр. 

Грантăн чи курăмлă та анлă пайӗ – ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе, ТР ЧНКАпа тата Нурлат район администрацийӗпе пӗрле Нурлат хулинче республикăри чăваш ачисен хушшинче ирттернӗ «Аталан» форум пулчӗ.  Унта 16 районтан çӗр ытла ача хутшăнса чăваш литературин темипе квестра тупăшрӗ. «Сувар» хаçат журналисчӗпе СММ-специалисчӗн И.Кузьминапа К.Романован,  Шупашкартан килнӗ поэтессăн М.Петрован, телерадиожурналистăн А.Александровăн мастер-класӗсенче ăсталăха ӳстерчӗ. Çирӗппӗнех калама пултаратпăр – эпир пултартăмăр! «Сувар» хаçат редакцийӗн проекчӗ республикăри ытти массăллă хыпар хатӗрӗсеннинчен чи анли пулчӗ. 

Чи лайăх грант проекчӗсен презентацийӗсене «Татмедиара» ирттерчӗç. «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова грант проекчӗпе çулталăкра тунă ӗçсемпе паллаштарнисӗр пуçне тăван чӗлхе вӗрентӗвӗн чи çивӗч ыйтăвне, шкулсенче вӗрентӳ пособийӗсем çителӗксӗррине, хускатрӗ. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ, ТР Президенчӗ çумӗнчи Тăван чӗлхене упраса хăварса аталантарассипе комиссин председателӗ М.Г.Ахметов пулăшма шантарчӗ. 

«Сувар» хаçата проекта ăнăçлă пурнăçланăшăн ТР Президенчӗ çумӗнчи Тăван чӗлхене упраса хăварса аталантарассипе комиссин тата «Татмедиа» агентствăн Дипломӗпе чысларӗç.

 Ирина НИКОЛАЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев