Эпир Хусанти 175-мӗш гимназири пек трагедилле пулăмсене пулса иртме памалла мар
Çак сăмахсене ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин Росгварди Управленийӗн пӗлтӗрхи ӗçне пӗтӗмлетнӗ вăхăтра каланă. Вăл вӗрентӳ учрежденийӗсенче уйрăм хурал предприятийӗсен ӗçне пысăк тимлӗх уйăрмалли пирки асăрхаттарнă.
«Хусанти 175-мӗш гимназири пек трагедилле пулăмсем урăх пулмалла мар. Ку ӗçре ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе, вӗрентӳ учрежденийӗсен ертӳçисемпе тачă çыхăнса ӗçлемелле», – тесе палăртнă ТР Премьер-министрӗ.
Алексей Песошин сăмахӗсемпе, граждансем хырарланине те тимлӗхсӗр хăвармалла мар. Халăхпа тăтăшах тӗлпулмалла, законодательствон çӗнӗ нормисемпе, Управленин ыйтăвӗсемпе ăнлантару ӗçне илсе пымалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев