ЭПИР ПУÇЛĂХА МАР, ПРЕЗИДЕНТА СУЙЛАРĂМĂР!
Тата çакна та палăртмалла: тутарстансем хальхинче те ытти регионсем пек Пуçлăха мар, Президентах суйларӗç
Тутарстанăн çитес 5 çула аталану курсӗ паллă. Ку вăл – вăйлă экономика, социаллă ипотека, çӗнӗ ача сачӗсем, шкулсем, ялсенче çӗнӗ Культура çурчӗсем, ФАПсем, ветеринари пункчӗсем... Социаллă программăсене малалла тăсма, республикăра халăхсен туслăхне сыхласа хăварма шантаракан наци лидерне Рустам Минниханова халăх тепӗр срока Президент пулма суйларӗ. Сентябрӗн 11-13-мӗшӗсенче пынă суйлавра республикăри 1,9 миллион ытла çын (пӗтӗмпе 83,4 процент) уншăн хăй сассине пачӗ. Çирӗп çӗнтерӳ! Тата çакна та палăртмалла: тутарстансем хальхинче те ытти регионсем пек Пуçлăха мар, Президентах суйларӗç.
Рустам Минниханов Президент должноçӗн ӗçне паян, сентябрӗн 18-мӗшӗнче, пуçăнчӗ. Инаугурацие хăш кун ирттерессине сентябрӗн 16-мӗшӗнче республикăн Патшалăх Канашӗн президиумӗн ларăвӗнче депутатсем палăртнăччӗ. Çапла вара церемони ирхине 10 сехетре Салих Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче пуçланчӗ. Мероприятин пӗлтерӗшне тата халăх питӗ интересленнине кура ăна теле- тата радиокомпанисем тӳрӗ эфирта кăтартрӗç.
Хамăр корр.
Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев