Эпир республикӑра пурӑнакансене савӑнӑç кӳретпӗр
Çулсерен иртекен «Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн зонӑсенчи тапхӑрне уçаканӗ Элмет пулчӗ
Элметри «Нефтче» Культура керменӗнче «Çамрăксем тата ачасем» наци проектне пурнăçлакан «Созвездие-Йолдызлык» республикӑри çамрӑксен эстрада искусствин XXVI уçӑ телекурав фестивалӗн пӗрремӗш зона тапхӑрӗ пуçланчӗ.
Савӑнӑçлӑ уява Тутарстан республикин Элмет муниципаллӑ районӗн администрацийӗн, культурӑпа искусство сферин, çавӑн пекех обществăлла организацисен представителӗсем хутшӑннă. Районти Ӗç Тӑвакан комитетăн ертӳçин социаллӑ ӗç енӗпе ӗçлекен çумӗ Фанис Муртазин мероприяти пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.
Фестиваль нумай çул çамрăксемпе ачасене пӗрлештернине тата унăн тарӑн пӗлтерӗшӗ çинчен Раççей тата Тутарстан халӑх артистки, Габдулла Тукай ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн тата Ильхам Шакиров ячӗллӗ республика премийӗн лауреачӗ, Назиб Жиганов ячӗллӗ Хусанти патшалӑх консерваторийӗн профессорӗ Зиля Сунгатуллина аса илтерчӗ: «Созвездие-Йолдызлык» 26 çул хушши фестиваль çӳллӗ шайра пулнине кӑтартать. Вӑл – Тутарстанӑн мӑнаçлӑхӗ, сӑнӗ. Кăткăс вӑхӑтра фестиваль республикӑри ачасемпе çамрӑксене малалла воспитани парать!»
Салам сӑмахне Тутарстанӑн тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ, Республика Правительствин премийӗн лауреачӗ, «Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн Гран-прине çӗнсе илнӗ, «Татнефть» Ыркӑмӑллӑх фончӗн «Каракуз» культурӑпа искусствӑна пулӑшакан, аталантаракан программăн ертӳçи Максим Апраксин тӑсрӗ. «Созвездие-Йолдызлык» пӗрремӗш кунранах конкурса хутшӑнакансене пулăшакан пӗртен-пӗр фестиваль пулнине палӑртр вăл. Максим Апраксин фестиваль çамрӑк артистсене кӑна мар, жюри членӗсене, куракансемпе конкурса йӗркелекенсене те манӑçми эмоцисем парнелени çинчен каланă. палӑртнӑ. «Каракуз» ертӳçи çавӑн пекех сцена техникиçӳллӗ шайра пулни фествале хутшăнакансене хăйсен номерӗсене ăнăçлăн кăтартма май пани çинче чарăннă.
РФ Правительствин культура енӗпе паракан премийӗн лауреачӗ, Тутарстанпа Крым Республикисен тава тивӗçлӗ артисчӗ, Раççейӗн Хисеплӗ вӗрентекенӗ, «Созвездие-Йолдызлык» проект авторӗ тата фестивалӗн генеральнӑй продюсерӗ Дмитрий Туманов Тутарстан Раисне Рустам Нургалиевич Минниханова тата Пӗрремӗш Президента, халӗ Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашçине Минтимер Шарипович Шаймиева фестивале пулӑшнӑшӑн тата аталанма тӗрев панăшăн тав тунă.
Дмитрий Туманов Р.Н.Минниханов сăмахӗсене вуласа панă: «Пирӗн фестиваль республикӑри пур ачана та, çамрӑксене те явӑçтарать, вӑл кашни хулана, поселока тата яла çитет». Çавӑн пекех М.Ш.Шаймиев сӑмахӗсене аса илчӗ: «Тутарстан çийӗн тӳпе таса, мӗншӗн тесен ӑна пирӗн ачасем хӑйсен пултарулӑхӗпе çутатаççӗ». «Çирӗм улттӑмӗш фестиваль сезонӗ çамрăксемпе ачасен çӗнӗ ӑрӑвне пӗрлештерет. Вӗсем искусствӑпа пултарулӑхра кӑна мар, вӑрçӑ хирӗнче те аслӑ çӗнтерӳсен еткерӗсем пулса тӑраççӗ. Паян пирӗн çар çыннисем пирӗн культурӑна, йӑла-йӗркене тата телейлӗ ачалӑха хӳтӗлеççӗ. Элметре фестивалӗн çӗнӗ сезонне уçса эпир республикӑра пурӑнакансене савӑнӑç кӳретпӗр, пирӗн паттӑрсем киле таврӑнассишӗн кӗлтӑвӑпӑр», — вӗçлерӗ сӑмахне Дмитрий Туманов.
Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев