Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЭРЕХПЕ НАРКĂМĂШЛАНАКАНСЕН ШУЧӖ ЧАКНĂ

Роспотребнадзорăн Тутарстан Республикинчи Управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, эрех ӗçсе наркăмăшланнипе вилекенсен шучӗ чакнă.

Роспотребнадзорăн Тутарстан Республикинчи Управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, эрех ӗçсе наркăмăшланнипе вилекенсен шучӗ чакнă. Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче алкогольпе наркăмăшланнипе 150 çын вилнӗ, ку пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 49 çын чухлӗ сахалрах. 

100 пин çын пуçне 3,9 виле тивет, çакă 2022 çулхи январь – сентябрь уйăхӗсенчипе танлаштарсан 9,3 процент сахалрах. 

Алкогольпе наркăмăшланакансен шучӗ те пӗлтӗрхипе танлаштарсан 477-рен 406 чухлӗ сахалланнă. Ытларах эрех ӗçсен арçынсем наркăмăшланни паллă. 

УПА ТАПĂННĂ

Кӳршӗлле Пушкăртстанри Ишимбай районӗнче хӗрарăм çине упа тапăннă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Йывăр суранланнă хӗрарăма больницăнах леçме тивнӗ. 

Ку ӗç асăннă районти Петровское ялӗнче пулса иртнӗ. Яла хăйӗн çурипе килсе тухнă упа хӗрарăм çине тапăннă. Унччен ку тăрăхра никам та упа курман. 

Сăмах май, хăмăр упасем Тутарстанра та йышланнă. Асăрхануллă пулăр, хаклă вулакансем. 

5-МӖШ КЛАСРА 

ВӖРЕНЕКЕНСЕМ ÇӖÇӖПЕ ТАПĂННĂ

Иртнӗ эрнере Çырчаллинчи пӗр шкулта 5-мӗш класра вӗренекенсем пӗр арçын ача çине тапăннă – укçа тата жвачка ыйтнă. Арçын ача вӗсенчен тарса подъездра пытаннă та амăшне домофон урлă шăнкăравланă. Ку инцидента тепӗр арçын ача асăрханă. Вăл мӗн пулса иртнине пӗлес тесе ачасен ушкăнӗ патне çывхарсан 5-мӗш класра вӗренекенсенчен пӗри çӗçӗ туртса кăларнă та ăна хăратма пуçланă. 

Хăранипе арçын ачан хăйӗн укçине усалсене пама тивнӗ. Укçа парсан лешсем тарнă. Йӗрке хуралçисем халь пулса иртнине тӗпчеççӗ, тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. 

 

хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев