Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эрнелӗх гороскоп 15.05 – 21.05

ТАКА 21.III-20.IV Çак кунсенче эсир ӗçре ăнăçуллăрах пулатăр. Пуçарăвăра пуçлăх асăрхатех, ырласа ыттисемшӗн тӗслӗхе лартать. Тен, должноçпа та ӳстерӗ. Ӗçтешӗрсем çакна курса ăмсанмӗç, пулăшма тăрăшӗç. Харкам пурнăçра йӗрке тума ан та шутлăр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Эсир ку эрнере çăлтăртан та çăлтăр: калама çук илӗртӳллӗ, шӳтлеме ăста, нихăçанхинчен ăслă. Хуть мӗнле ушкăнра та пӗтӗм тимлӗх сирӗн çинче. Ӗçченнисемшӗн ку вăхăт савнă çыннине тупма е иртнине тавăрма лайăх. 

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Ӗçре çунас кăмăл çук сирӗн халь. Пысăк пӗлтерӗшлӗ калаçусене, хак­лă япала туянассине урăх тапхăра палăртсан лайăхрах. Вар-хырăм аптратма пултарать е сунас ерет, анчах çаксенчен пит хăрамалла мар. Харкам хутшăнусенче романтика çитмест. 

 

РАК 22.VI-22.VII

Ку эрнере ӗçтешӗрсем ăмсаннине куçпа курса ӗненетӗр – хăшӗсене çитӗнӗвӗрсем вӗчӗрхентереççӗ, теп­рисене – пуçлăх сирӗнпе ырăрах пек. Çăлтăрсем сире тимлӗрех пулма хушаççӗ, ăмсанакансенчен тахăшӗ таса ятăра яма тăрăшать. Çывăх çыннăра пула шутласа хунисене пурнăçлаймастăр. 

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Халь сире кичемленсе ларма тӳр килмест. Çине-çинех тӗлпулусем, паллашусем, ӗçре интереслӗ хушусем е çула тухмалла, е çултан таврăнмалла... Мӗнле ӗлкӗрсе çитерӗр пур çӗре те?! Харкам пурнăçра та çаплах, юрату шыракан çак эрнере ăна тупатех, çемьеллисен те лăпланса ларма вăхăт çук.  

 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Çынпа хутшăнасран тарса çӳремелле мар çак кунсенче. Ума лартнă тӗллев­сене пурнăçласси эсир нумай çынпа хăвăра кирлӗ пек калаçса татăлма пӗлнинчен килет.  Таврари çынсене шанма ан хăрăр, шанăçа тӳрре кăларайманнисем, ултавçăсем сирӗнтен аякра çӳреççӗ. Çемьере сиксе тухакан ыйтусене çийӗнчех татса памалла. 

 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Чи çывăх юлташăрсене те шанмалла мар çак кунсенче. Е сире айăпли туса хăварӗç, е сутӗç. Пӗр тапхăр ӗçӗрте «пӗчченçи кашкăр» пулса пăхни усăллă. Кил-çуртăрта йӗркеллех, ытлашши тăкакланмасан укçа-тенкӗ çитсе пырать. Юратнă çыннăр кӗтмен çӗртен романтикăллă сюрпризпа савăнтарать. 

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Шутланисене чăрмавсăр пурнăçа кӗртме çук ку эрнере. Ӗçре шутламан-кӗтмен çӗртен такăнмаллисем тупăнсах тăраççӗ. Укçана пула вăйлах хирӗçсе каясран асăрханăр. Хăвăра темӗнле йывăр пулин те таврари çынсенчен пулăшу ан ыйтăр, халӗ сире никам та тӗрев памӗ. Çемьеллисен мăшăрӗн хăтланăвӗсене сăнамалла. 

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Çак кунсенче кӗтменлӗхсене йышăнма хатӗр пулăр. Питӗ нумай ӗç тума тӳр килет çак тапхăрта, чылай чух теветкелленме те тивӗ. Йӗркесӗр çынсенчен асăрханмаллине астутараççӗ çăлтăрсем. Ыйтусем çивӗч тăрсан юристпа канашлама ан ӳркенӗр. 

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Ӗмӗтӗрсене пурнăçлама пулăшакан çынсене тупма хӗн çак кунсенче. Ӗçре лăпкă пулăр, никам енне те ан йышăнăр, нимӗн пирки те ан хӗрӳленӗр. Халь пуçлăх умӗнче усал ят илме пит ансат. Çемьере кăмăлпа çирӗп пулăр, ахальлӗн çывăх çыннăрсенчен пӗри хăрушла йăнăш тăвӗ. 

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Таврари çынсен нуши-хуйхине çак кунсенче чӗрене çывăх илме хушмаççӗ çăлтăрсем. Пӗр-пӗр çын сире хăйӗн ыйтăвӗсене татса партарасшăн пулӗ, ăна пула эсир хăвăр шутланине пурнăçлаймăр. Пуçлăхпа калаçнă чух асăрхануллă пулăр. Вăл сирӗнпе ырă пулнине кура ытла пуçтахланмалла мар. 

 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Ку эрнере канашсене, сӗнӳсене ӗненмелле мар. Çавăн пекех ӗç вырăнне улăштарма, урăх çӗре куçса кайма ăнăçлă вăхăт мар халь. Çак кунсенче пӗччен юлса вăхăта ирттерни сирӗншӗн пӗлтерӗшлӗрех пулать. Çав вăхăтрах пӗчченнисенчен чылайăшне асăрхаççӗ, романтикăлла тӗлпулăва чӗнеççӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев