Эрнелӗх гороскоп 20.11 – 26.11
Эрнен пӗрремӗш çурринче Плутон Хӗвелпе те, Марспа та килӗшӳллӗ тăрать. Çаврăнăçуллă çынсенсемшӗн ăнăçлă кунсем пулаççӗ.
ТАКА 21.III-20.IV
Ӗçре çитӗнӳ тума меллӗ вăхăт сирӗншӗн, анчах çăлтăрсем асăрхаттараççӗ: пит мала каяссишӗн çине тăрсан шанăçăр тӳрре тухмасть. Арçынсен халь нихăçанхинчен ытла яваплăрах пулмалла, хӗрарăмсем хутшăнусенче ума лартнă тӗллеве пурнăçлаççӗ.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Юлташсемпе тӗл пулма та, романтикăлла хутшунусене аталантарма та питӗ меллӗ вăхăт. Пуçлăхпа калаçу питӗ усăллă иртет, ытти пысăк вырăнта ларакансемпе те аван. Арçынсем ку эрнене аван ирттереççӗ, ӗçтешӗрсемпе вăрçăнмалла мар. Çӗнӗ идейăсене калама ан вăтанăр, вӗсем вырăнлă пулӗç. Хӗрарăмсене çăлтăрсем канса илме сӗнеççӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Эрнен пӗрремӗш çурринче кăмăлăр хуçăлмалли тупăнать. Ӗçлӗ тӗлпулусем кăткăс иртеççӗ. Кӗçнерникунран лару-тăру лайăхланать, хăвăрта вăй-хал хушăннине сисетӗр. Арçынсем кӗске вăхăтра пурнăçланакан проектсене пуçăнни тӗрӗс йышăну. Хӗрарăмсем çине пит нумай яваплăх йăтăнса анать.
РАК 22.VI-22.VII
Юлташăрсемпе хутшăнма та, интереслӗ çынсемпе паллашма та май пулать. Вӗренекенсемшӗн те ăнăçлă çак кунсем. Арçынсем ӗç вырăнне улăштарасси çинчен шутласа çӳренӗ-тӗк, çак кунсенче пурнăçлама шанăç пур. Халиччен тăрăшса вăй хунă хӗрарăмсене шăпа парне хатӗрленӗ тесе систереççӗ çăлтăрсем.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Эрне лайăх пуçланать. Теветкелленни те, суту-илӳ ӗçӗсем те ăнăçлă. Арçынсен çынсемпе хирӗçсе каясран асăрханмалла, халиччен вăрçăннисемпе те мирлешмелле. Хӗрарăмсене тунсăх сырса илесшӗн, ан парăнăр. Çӗнӗ проектсем пуçламалла мар, анчах пуррисене вӗçлемелле.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Паллашма меллӗ вăхăт халь. Пур ыйтусене нимӗнрен шикленмесӗр татса парăр. Халь хăвăрта иксӗлми хăват туятăр, илӗртӳллӗ пулатăр. Арçынсен укçа-тенке перекетлӗ тытмалла. Хӗрарăмсен кăткăс проектсене урăх вăхăтра пуçламалла. Халь сирӗншӗн канни пӗлтерӗшлӗрех.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Ку кунсенче документсемпе ӗçлеме меллӗ вăхăт. Сывлăхăра упрăр. Арçынсен ӗçӗнче лару-тăру çивӗчленет, çăлтăрсем никампа та хирӗçме хушмаççӗ. Ку вăхăта чăтса ирттермелле. Çавă çеç. Хӗрарăмсен юратнă çыннине, çемйине ытларах тимлӗх уйăрмалла.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Сирӗнте вăй-хăват тапса тăрать, ыррине шанатăр. Çак эрнере хăвăра питӗ лайăх туятăр. Пӗчченнисене юрату çавăрса илет. Арçынсен халь ырă ӗçсем çеç тумалла. Халь эсир калакан сăмах, тăвакан ӗç пуласлăхăра пысăк витӗм кӳрӗ. Хӗрарăмсен канмалла, тен, эрнелӗх отпуск илмелле?
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Сире çулçӳрев чӗнет, вырăнта ларсан тунсăхлама тытăнатăр, приключенисем çитмеççӗ. Эрне тупăш ӳсессе, карьера пусмипе улăхасса систерет. Арçынсем савăк, чунӗнче ирӗклӗх хуçаланать. Хӗрарăмсен питӗ яваплă пулмалла, çитӗнӳ тума ăнтăлмалла.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Ӗçӗре хăвăра кирлӗ пек пурнăçлăр, ӗçтешӗрсене хутшăнма ан парăр. Ӗçӗ кичем пулсан та арçынсен, ăна вӗçне çитермеллех. Хӗрарăмсен тимлӗ, асăрхануллă пулмалла – шăпа пӳрнӗ çынпа тӗл пулатăр, таврари çынсем сирӗнпе пурте ырă маррине те асăрхатăр.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Çывăх вăхăтра сире ăнăçу кӗтет. Халь сирӗн пуçаруллăрах пулмалла. Арçынсене халь йывăртарах. Кашни утăмра чăрмав тупăнать. Хӗрарăмсен пурнăçӗ юлашки вăхăтра кичемрех, вăй пӗтнӗн туйăнать. Юратнă ӗçпе аппаланни чуна кантарать, хал хушать.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Эсир халь тӗллевӗр патне нимӗнле чăрмава пăхмасăр васкатăр. Арçынсене ку эрнере чăтăмлăх сунатпăр: ӗçӗрте кăмăлăр хуçăлӗ, çитменнине укçа çухататăр, çывăх çынсемпе хирӗçетӗр. Хӗрарăмсен палламан çынсене çывăха ямалла мар. Юратнă çыннăрсене ан кӳрентерӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев