Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эрнелӗх гороскоп 28.08 – 03.09

Ку эрнене Вăкăрсен кулленхи ӗçсемпе йăпанса лăпкăн ирттермелле, Хĕрсем килти ӗçсене тума та, çемйӗрпе вăхăта ыррăн ирттерме те хал çитӗ.

ТАКА 21.III-20.IV 

Хивре калаçса, йӗкӗлтесе эсир çывăх çыннăрсене, ӗçтешӗрсене хăвăртан пистеретӗр. Çак кунсенче пурăнмалли вырăнпа çыхăннă ыйту сиксе тухать, ăна çийӗнчех татса памалла. Канмалли кунсене çемйӗрпе ирттерӗр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Халь кăмăлăрсене йӳле ярсан та пырать: мӗн тăвас килет, çавна тăвăр. Хăвăра хăвăр чарсан чунăрта дисгармони пулать. Темӗнле пысăк ӗçсем тумалла пулсан çак кунсенче ан пуçăнăр. Ку эрнене кулленхи ӗçсемпе йăпанса лăпкăн ирттерӗр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Ку тапхăрта иккӗленӳллӗ сӗнӳсене йышăнса çăмăлттайла проектсене явăçас хăрушлăх пур. Тӳлевсӗр сыр капкăнра çеç пулассине ан манăр. Ӗçӗрте хавхаланса никам шутласа илме ӗлкӗреймен сӗнӳсем парăр. Тӗрлӗ хыпар çăлкуçӗпе ӗçлеме меллӗ эрне.

РАК 22.VI-22.VII 

Эсир ăшпиллӗ, тарават пулнине таврари çынсем, уйрăмах ӗçтешӗрсем тӗрӗс мар ăнланӗç. Ӗçӗрте çак кунсенче уйрăмах яваплă пулăр, ыттисен сире ӳпкелеме сăлтав ан тупăнтăр. Çемье канăвне хăвăрăн йӗркелемелле пулать, карьера тăвакан мăшăрăра чăрмантармасăр.  

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Çăлтăрсем тӳпере вырнаçса тухнине пăхсан питӗ хӗрӳ иртет эрне, çавăнпа лăпкăрах пулма тăрăшмалла. Хăвăртан та хӗрӳлӗх хушсан чăтма çук «шăрăх пулӗ», вăрçă-харçă тухӗ. Акă мӗншӗн ку тапхăра вак-тӗвек ӗçсемпе ирттермелле. Халь пысăк проектсене тытăнмасан лайăхрах.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Çак эрнене май пур таран интереслӗрех ирттермелле. Пӗр еккипе пыракан кулленхи кичем ӗçсене çитес эрнене хăварăр, хăвăрăн шухăшăрсене вăл е ку темăпа калама ан именӗр. Килти ӗçсене тума та, çемйӗрпе вăхăта ыррăн ирттерме те хал çитӗ.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Таврари çынсен канашӗсене итлени кăлăхах ку эрнере – çын сăмахӗ хыççăн кайса шыва сикӗн, тенӗ ваттисем. Хăвăра шанмалла, тахçантанпа шутласа çӳренине пурнăçлама ăнăçлă вăхăт ку тапхăр. Кăмăлăра кантарма лавккасене тухса кӗрӗр.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Сирӗн шухăшăрсене, планăрсене таврари çынсем пӗр саслăн йышăнасса ан кӗтӗр çак кунсенче. Каллех хăвăра хӳтӗлеме тӳр килет – эсир пултаруллă, профессионал пулнине ӗнентермелле. Ан кулянăр, хăвăра шанатăр-тăк, çитӗнӳ пирки иккӗленместӗр-тӗк, йăлт шутланă пек пулать.  

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Хушма тупăш илессипе те, карьера пусмипе улăхассипе те ку тапхăрта шанчăксем тӳрре тухаççӗ. Шăпан кашни сӗнӗвӗпе усă курса юлма тăрăшăр. Çак эрнере пушă вăхăтăр ӗçпех иртсе кайӗ, анчах кун пирки ӳкӗнме тивмӗ – интереслӗ тӗлпулусем, кăсăк çулçӳревсем нумайлăха асра юлӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Час-часах чăтăмлă, тӳсӗмлӗ пулма тивет çак кунсенче. Пуçтарăннă çивӗч ыйтусене сирӗнсӗр пуçне никам та татса памӗ. Хăвăрăнах çанă тавăрса ӗçе кӳлӗнмелле. Компьютер умӗнче ытла нумай ларни куçшăн сиенлӗ пулнине асра тытăр.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Кил-çуртри ыйтусене татса пама та, çемьери ӗç-хӗле хутшăнма та май пулмӗ çак кунсенче. Ир пуçласа каçчен ӗçре иртӗ вăхăтăр. Çакăн пек çине тăрса ӗçлемелле чух кӗске вăхăтра канса илмелли меслетсем  тупмалла. Çăлтăрсем сире хăвăрăн бизнеса хута ярасси пирки шутлама хушаççӗ. Хăюллăрах пулăр, вăхăчӗ çакна тума питӗ ăнăçлă. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Хăвăра лайăхлатассипе, аталантарассипе çыхăннă ӗçсем çак кунсенче питӗ вырăнлă пулаççӗ. Кулленхи, яланхи ӗçсем тунсăха ярӗç. Çак эрнере интереслӗ çынсемпе ытларах тӗл пулма тăрăшăр, хăвăра кăсăклантаракан мероприятисене çитсе килӗр. Эрне пуçламăшӗнчех сире кăмăлласа интересленекенсем тупăнӗç. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп