Эрнен пӗрремӗш çурринче ӗçлӗ калаçусем ирттерме, контрактсем çине алă пусма ăнăçлă вăхăт
Çăлтăрсем пире пурне те пӗлӗве ӳстерме хушаççӗ – семинарсене çӳремелле, çӗнӗ курссене çырăнмалла. Ку хăюллăрах пулма май парать, ӗç шыранă чух пулăшать.
ТАКА 21.III – 20.IV
Халӗ уйрăмах ертӳçӗ-лидер пулас килет сирӗн. Шутланисене пурнăçласа тӗллевӗр патне çывхарăр. Халь меллӗ вăхăт çакна пурнăçлама. Харкам хутшăнусем çинчен те манмастăр, тахçан ӗмӗтленнисене çак кунсенче пурнăçлатăр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тунтикун – юнкун профессипе çыхăннă ырă хыпар илетӗр. Эрнен иккӗмӗш çурринче кил-çуртăра тирпейлӗр, хăтлăх кӗртӗр. Нумай вăхăт усă курман, кирлӗ мар япаласене кăларса пăрахăр. Хăвăрăн ӗç вырăнне те тасатма вăхăт çитнӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Укçа-тенке пӗлсе тăкаклассипе тата ӗçре йӗрке тăвассипе аппаланма тӳр килет çак кунсенче. Хăвăршăн та, çемйӗршӗн те укçа-тенкӗпе пурлăхăн çирӗп никӗсне хывасшăн тăрăшатăр халь. Çулăр çинче чăрмавсем нумай пулӗç, анчах ан парăнăр, çине тăрăр.
РАК 22.VI – 22.VII
Сирӗн ку эрнери девиз – пулăшу сӗнсен йышăнмалла. Ума лартнă тӗллевӗр патне çын тӗревӗсӗр çитме йывăр пулать. Çывăх çыннăрсем хирӗçнӗ чух хăвăра лăпкăн тытма тăрăшăр.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Çак кунсенче сирӗн улталама юрамасть. Пыр ыратӗ, упрăр хăвăра, канса вăй пухăр. Тӗллевӗ патне хăюллăн утакансен ăнăçу пулатех. Анчах сирӗн йӗркеллӗ пулмалла, çынпа çынна хирӗçтермелле мар. Ăс-хакăла ӳстерессипе ӗçлӗр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Халиччен татса парайман ыйтусене вӗçлесшӗн вӗткеленнипех эрне иртсе каять. Пит пăлханмасан, лăпкăнрах пулсан ӗçӗ хăвăрт пӗтӗ. Енчен те сирӗн лару-тăру кăткăсланчӗ-тӗк, кулянмалла мар. Хăш-пӗр пулăмсем пире опытлăрах тăвассишӗнех пулса иртеççӗ пулӗ.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Çӗнӗ çынсемпе паллашма ăнăçлă ку эрне, çынпа хутшăнма та, хуçалăхри ыйтусене татса пама та меллӗ вăхăт халь. Питӗ авторитетлă пулăшуçăсем тупăнаççӗ, укçа-тенкӗ ыйтăвне татса пама пулăшаççӗ вӗсем.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Спортпа аппаланма та, уçă сывлăшра утса çӳреме те лайăх вăхăт. Тахçантанпа машина çӳретме вӗренес текенсемшӗн ку эрне ăнăçлă вăхăт. Ятарлă курссене çырăнăр – вӗренӳ хăвăрт пырӗ, çăмăллăнах экзаменсене парăр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Бизнесменсемшӗн ăнăçлă вăхăт. Çак эрнере тупăша самай ӳстерме шанăç пулать. Ӗç шыракансемшӗн собеседовани çăмăллăн, ăнăçлă иртет. Çулçӳреве тухма та лайăх халь. Эсир интереслӗ çынсемпе тӗл пулса çӗнӗ идйăсемпе хавхаланатăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Финанс отчечӗсем паракансене, сметăсем тăвакансене ăнать çак кунсенче. Эсир халь хăвăра тивӗçлипе кăтартсан çынсен тимлӗхӗ пӗр сирӗн çинче çеç пулӗ. Эсир халь питӗ илӗртӳллӗ, япшар чӗлхеллӗ. Хуть кама та калаçтарса хăвăра пулăштараятăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Çак кунсенчи паллашу пурнăçăра тепӗр май çавăрӗ. Эсир телейлӗ пулас шанăç пысăк, анчах пур чух та хăвăрт пулаймасть çакă. Хăвăр кăшт тӳсӗмлӗрех пулсан йăлт ӗмӗтӗрти пек пулса пырӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Ку эрнере хут ӗçӗпе нотариус, власть органӗсем, пуçлăх патне кайни ăнăçлă пулать. Эрнен иккӗмӗш çурринче вăй-халăра пӗтерекен стресс пуласса систереççӗ çăлтăрсем. Пулни-иртнишӗн кунӗн-çӗрӗн кулянмалла мар, çӗнӗ кун çӗнӗ шанăç кӳрет.
«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев