Ешӗлвар шкул ачисем сырăшсене çиме хурса тухрӗç
ТР Биорессурсен патшалăх комитечӗн тата Чӗрчунсен тӗнчине упраса хăварассипе облаçӗ инновациллӗ технологисем кӗртессипе центрӗн сотрудникӗсем, Ешӗлвар районӗнчи шкул ачисем вăрманти сырăшсене апатпа тултарчӗç. Акцие хутшăнакансем хăйсен тӗслӗхӗпе чӗрчунсемшӗн тăрăшнине кăтартрӗç.
Вăрманта пурăнакансене нумай кирлӗ мар: курăк, тырă, тăвар. Тăвар пăшисем, хир качакисем, маралсем тата мулкачсем валли кирлӗ. Вӗсен сырăшӗсене тултарсах тăраççӗ. Аслисемпе ачасем пӗрле чӗрчунсен апатланакан вырăнсене 50 килограмм курăк, 25 килограмм тăвар, 40 килограмм тырă хурса тухнă.
Вăрманта пурăнакансем сырăшсем ăçта вырнаçнине пӗлеççӗ, часах çитсе вӗсене пушатаççӗ. Чӗрчунсем тав сăмахӗ калаймаççӗ пулсан та, юлашки вăхăтра Тутарстанра вӗсен шучӗ ӳсет.
ТР Биорессурсен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев