Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ешӗлварти «Дом Заботы» ваттисен çуртне сӗт юр-варӗпе тӳлевсӗр тивӗçтереççӗ

Ешӗлварта «Çемье» наци проекчӗн «Аслă ăру» федераллă проекчӗпе 2025 çулта уçăлнă «Дом Заботы» ваттисемпе инвалидсен çуртӗнче пурăнакансем валли «Очень важная корова» маркăллă тăпăрчпа хăймаллă турăха (ряженка) ялан тӳлевсӗр кӳрсе тăрӗç.

Ешӗлварти сӗт тирпейлекен комбинат ыркăмăллăх ӗçне ахаль те вӗçӗмсӗр илсе пырать-ха. Хусанти «Колыбель», Ешӗлварти «Мамино гнездышко» хӗрарăмсемпе ачасен приютне, Хусанти Анжела Вавилова ячӗллӗ хосписа «Очень важная корова» суту-илӳ маркиллӗ сӗт юр-варӗпе тивӗçтерет. Нурлатри ача çуртне, Ешӗлвар, Чистай, Пăва хулисенче пурăнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене пулăшать.

Халӗ акă пӗлтӗр уçăлнă 120 вырăнлă «Дом Заботы» ваттисемпе инвалидсен çуртне те хăйӗн продукцийӗпе тивӗçтерме тытăннине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Аса илтеретпӗр, кунта пăхаканӗсемсӗр юлнă ватăсем, деменци пек йывăр чирсемпе аптракансем, вырăнпа выртакан чирлӗ çынсем пурăнаççӗ. Чи çамрăкки – 47, чи асли 93 çулта. (Сăнӳкерчӗк agro.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство