Евгений Евгениевич АНТОНОВ 70 çулта!
Хаклă та юратнă атте, асатте, кукаçей – Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче пурăнакан Евгений Евгениевич АНТОНОВ юпа уйăхӗн 17-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ.
Эпир ăна чун-чӗререн юратса юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Кун-çулăн анлă сукмакӗпе малашне те вашаватлăн, мал ӗмӗтпе утма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Пурнăçу ялан ăнса пытăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ хăвна юратакан çынсенчен ан татăлтăр. Ачусемпе, мăнукусемпе нумай-нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр. Питӳ çинчен йăл кулă ан кайтăр, ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр. Чунупа ялан çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр тата нумай-нумай çул пурăн.
Çулсем иртни ан кӳтӗр тунсăх,
Вăй-хал тапса тăрайтăр иксӗлми.
Сана савса сунатпăр ырлăх,
Ут пурнăç çулӗпе пӗр такăнми.
Чи илемлӗ сăмахсем калатпăр,
Чӗререн сана сума суса.
Ырлăх-сывлăх, телей çеç сунатпăр,
Пурăнса çитсем эс çӗр çула.
Ывăлӗсем, хӗрӗсем, кӗрӳшӗ, кинӗсем тата сакăр мăнукӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев