Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез» йăх-несӗл конкурсӗн Аксу районӗнчи тапхăрӗнче Чăваш Енрусьелӗнчи Еремеевсем çӗнтернӗ

Аксу районӗнче республикăри «Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез» йăх-несӗл конкурсӗн муниципаллă тапхăрӗ иртнӗ, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Сельская новь» хаçачӗ.

Çуллен иртекен конкурса ТР Архив ӗçӗн патшалăх комитечӗ йӗркелет. Тӗллевӗ – çемье институтне çирӗплетесси, çемье çыхăнăвӗсене аталантарасси тата йăла-йӗркесене упраса хăварасси. Конкурс виçӗ тапхăрпа – муниципаллă, зонăри тата республика шайӗнчи – иртет.

Район тапхăрне икӗ çемье хутшăннă кăçал – Кивӗ Тутар Этемшӳ ялӗнчи Файзуллинсем тата Чăваш Енрусьел ялӗнчи Еремеевсем. Конкурсантсем йăх-несӗл историйӗпе çыхăннă презентаци, ал ӗçсен   куравӗ, наци апачӗ хатӗрлесе килнӗ, сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Конкурсантсем жюри пайташӗсене хăйсен çемйинчи йăла-йӗркепе паллаштарнă, хăйсен йăхӗнчи çынсен çитӗнӗвӗсем пирки каласа панă.

Конкурсăн иккӗмӗш тапхăрӗ сцена çинче иртнӗ – çемьесем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Несӗлӗсем юрланă халăх юррисене чуна тивмелле шăрантарнă.

«Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез» йăх-несӗл конкурсӗн Аксу районӗнчи муниципаллă тапхăрӗнче чăваш çемйи – Еремеевсем – 1-мӗш вырăн йышăннă, 50 пин тенкӗ укçана тивӗçнӗ. Файзуллинсем 2-мӗш вырăнта, вӗсене 40 пин тенкӗ парса хавхалантарнă.

Халӗ район çӗнтерӳçисем зонăри тапхăра хатӗрленеççӗ.

Сăнӳкерчӗксем «Сельская новь» хаçатăн сайтӗнчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2026 – Год единства народов России