Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фарид МУХАМЕТШИН:  «ХАЛĂХА ТИВӖÇТЕРСЕН, МӖНШӖН ÇЫННА ӖÇЛЕМЕ ЧАРАС?»

Закон кăларассин пӗрлехи вертикальне туни халăхшăн эффективлăрах ӗçлеме май парать. Патшалăх Канашӗ каникула каяс умӗн, июлӗн 14-мӗшӗнче, парламент пуçлăхӗ Фарид Мухаметштин журналистсемпе тӗл пулчӗ. 

«Çурхи сесси питӗ те хӗвӗшӳллӗ иртрӗ, – терӗ вăл пресс-конференцие уçса. – Нумайăшӗ лару-тăру тăрук улшăннипе пулчӗ: санкцисем, вӗсем республика экономикине витӗм кӳни. Çак улшăнусене çийӗнчех курса кирлӗ утăмсем тума тиврӗ. Йывăрлăхсем çине Патшалăх Канашӗ граждансене тата бизнеса хӳтӗлесе закон проекчӗсем йышăнса хуравларӗ. Çăмăл пулмасан та вăхăтра йышăннă мерăсем президент программисемпе нацпроектсене малалла пурнăçлама пулăшрӗç», – терӗ Фарид Хайруллович. 

Пӗрремӗш çур çулта пурӗ 5 лару иртнӗ, депутатсем 140 ытла ыйтăва пăхса тухса 40 закон тата 160 ытла постановлени йышăннă. Законсенчен ытларахăшне – 31-шне Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, 2-шне ТР Президенчӗ, 4-шне Патшалăх Канашӗн комитечӗсем, 10-шне Министрсен Кабинечӗ, 1-не Хусан хулин Думи сӗннӗ. 

Унсăр пуçне Президиум уйрăммăн 5 лару ирттерсе 24 ыйтăва сӳтсе явнă, 42 постановлени йышăннă. Уйрăмах парламентăн комитечӗсем активлă ӗçленӗ. Çак хушăра вӗсем 50 ытла лару ирттерсе 200 тӗрлӗ ыйтăва пăхса тухнă. Вӗсенчен 55-шӗ контрольлисен шутӗнче. Экспертсен канашӗсем çур çулта 36 хутчен пуçтарăнса 154 ыйтăва татса панă. 

Черетлӗ лару сентябрь уйăхӗнче пулмалла. Анчах депутатсем каникула кайсан та вӗсен хăйсен округӗнче ӗç чарăнса лармӗ. Сиксе тухнă ыйтусене вăхăтлă татса пама шантараççӗ халăхран суйланнă депутатсем. Июль-август уйăхӗсене вӗсем çынсемпе тӗлпулусем палăртса хунă ӗнтӗ. 

Фарид Мухаметшин пӗлтернӗ тăрăх, хальхи тӗп ӗçсен шутӗнче – 2023 çула тата 2024-2025 çулсене бюджет палăртасси. Ăна вӗсем ТР Правительствипе пӗрле сӳтсе яваççӗ. 

Парламент пуçлăхӗн сăмахӗпе, çурхи сессире депутатсем питӗ те туслă ӗçленӗ, вӗсем тӗрлӗ партирен пулин те. Сăмах май, ку тӗнчери лару-тăрупа та нумай çыхăннă. Раççейпе туслă мар çӗршывсен шучӗ ӳснӗ чух хамăр хушăра епле-ха хирӗçтăру пултăр? Уйрăмах санран çӗршыври лăпкăлăх килет пулсан?  «Партисем нумай – çӗршыв пӗрре», – терӗ Фарид Мухаметшин РФ Президенчӗн сăмахӗсене аса илтерсе. «Тутарстанăн Патшалăх Канашӗ çӗршыв регионӗсен парламенчӗсен хушшинче Владимир Путинăн ятарлă çар операцийӗ пуçлассипе йышăнăвне пӗрремӗшсен шутӗнче тӗрев пачӗ. Ку тӗрӗс пулнине вăхăт та кăтартрӗ», – терӗ Фарид Хайруллович. 

Тутарстанăн нумай нациллӗ халăхӗ ЛНРпа ДНРтан куçса килнисене пулăшу панине те асăнса хăварчӗ спикер. «Пулăшас, йывăрлăхра пӗрле пулас тени пӗрлештерчӗ пирӗн çынсене. Хамăр республикăран кăна эпир гуманитари пулăшăвне 15 фура ăсатрăмăр», – пӗлтерчӗ вăл. 

Çурхи сессире пăхса тухнă чи пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ законсен шутне парламент пуçлăхӗ  кризисла хирӗçлисене, социаллă характерлисене кӗртрӗ.  Çавсен шутӗнче халăха адреслă социаллă пулăшу парассипе çыхăннă закона тӳрлетӳсем кӗртни. Çапла майпа социаллă çăмăллăхсем илсе тăракан граждансен шучӗ палăрмаллах ӳснӗ. 

Пахчаçăсене те курăмлă пулăшу панă. Хальхи вăхăтра республикăра пурӗ 1383 коммерцилле мар пахча юлташлăхӗ йӗркеленнӗ. 2022 çулта вӗсене пулăшу пама – инфраструктурăна аталантарассипе çыхăннă мероприятисене ирттерме, 550 миллион тенкӗ пăхса хунă. Сăмах кунта коммерцилле мар пахча юлташлăхӗсем патне çитиччен çулсене тӗпрен юсасси, шыв системисене, çӳп-çап площадкисене, электросетьсене реконструкцилесси пирки пырать. 

Предпринимательсене те пысăк тимлӗх уйăрнă. Сăмахран, çӳп-çап утилизацийӗпе çыхăннă инвестпроектсемпе ӗçлекенсен тупăшшăн тӳлемелли налог ставкине 10 процент таран чакарнă. Социаллă культура сферинче ӗçлекенсене, пахча юлташлăхӗсене пурлăх налогӗнчен хăтарнă. 

Депутатăн тӗп ӗçӗ, паллах, çынсемпе тӗл пуласси. Фарид Мухаметшин сăмахӗпе, парламентарисем кашни эрнерех хăйсен округӗсенче пулса граждансемпе, ӗç коллективӗсемпе тӗл пулаççӗ, социаллă акцисене хутшăнаççӗ. 

«Çынсем хăйсем те пирӗнпе тӗл пулас тесе пуçарулăх кăтартаççӗ. Ку çур çулта Патшалăх Канашне 6,3 пин ыйту килчӗ, нумайăшӗ итернет-приемнăй урлă. Спикер шантарнă тăрăх, пӗр ыйтăва та тимлӗхсӗр хăварман. 

Уйрăммăн Фарид Мухметшин экспертсен канашӗсен ӗçӗ çинче чарăнчӗ. Ун сăмахӗпе, закон проекчӗсемпе ӗçлекен профессионалсен шутне ӳстерни усăллă пулнă. Закона йышăннă хыççăн ăнлантару ӗçне илсе пыни çав тери кирлӗ. 

Нумай пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин республикăн чи аслă должноçӗн ячӗ мӗнле пулмалли пирки указ кăларчӗ. Унпа килӗшӳллӗн регион ертӳçине «Пуçлăх» ятпа палăртмалла. Апла пулсан ТР Конституцине те тӳрлетӳсем кӗртмелле пулать. Паллах, журналистсем майпа усă курса çак ыйтăва та пачӗç парламент ертӳçине. 

«Ку енӗпе Патшалăх Каншӗнче ӗç пырать. Регламент вăхăтне кура улшăнусем пулаççӗ. Конституци – пӗрлӗхлӗ документ. Çавăнпа та унта улшăнусене федераллă законодательствăн вырăнти хăйтытăмлăх çинчен калакан тӳрлетӗвӗсене кура кӗртмелле. Ку закона вара Патшалăх Думи пӗрремӗш вулавра кăна йышăннă-ха. Парламент каникулӗсем хыççăн Патшалăх Канашӗн ӗç ушкăнӗ ку ыйтупа тепӗр хут пуçтарăнӗ», – терӗ вăл. 

Федераллă закон регион ертӳçине икӗ срокран ытларах та суйланма май панине шута илсе журналистсем республика законне те ку енӗпе улшăнусем кӗртессипе интересленчӗç. «Çынсем енчен чару пулмасан, вăл халăха пур енчен те тивӗçтерсен мӗншӗн çынна ӗçлеме чарас? Пӗрремӗшпе иккӗмӗш срокра çын тин опыт, авторитет пуçтарса çитерет. Енчен те ăна икӗ срокран ытла ӗçлеттерес темесен, иккӗмӗш срок вӗçленеспе: «Эй, атя ӗçлесе пӗтерес епле те пулин, пурпӗрех кайма вăхăт çитет», – тесе вăл сӳрӗкленме те пултарӗ, – шӳтлерӗ спикер.  – Малалла та юлма шанăç пулсан вара халăх шанăçӗнчен тухас мар тесе çанă тавăрса ӗçлеме тиветех. Паллах ӗнтӗ, хуть мӗн тесен те ку йышăнăва Патшалăх Канашӗ тăвӗ», – терӗ Фарид Мухаметшин. 

Çитес çур çуллăхри тӗп ӗçсен шутне парламент пуçлăхӗ республикăри районсенчи профильлӗ комитетсемпе тата комиссисемпе тачă çыхăнса ӗçлессине кӗртрӗ. Ун шучӗпе, закон кăларассин пӗрлехи вертикальне туни халăхшăн эффективлăрах ӗçлеме май парать. 

Тӗлпулу вӗçӗнче Фарид Мухаметшин тӗлпулăва хутшăннă журналистсене хăй çинчен çырнă  кӗнекене парнелерӗ. 

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Сăнӳкерчӗк 

gossov.tatarstan.ru сайтран.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев