Фарид Мухаметшин вӗрентекенсемпе тӗл пулчӗ
Паян, февралӗн 4-мӗшӗнче, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин парламент çуртӗнче хуласемпе муниципаллă районсенчи вӗрентӳ уйрăмӗсен историпе обществознани тата право вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçисемпе, педагогсемпе тӗл пулчӗ.
Тӗлпулăвăн тӗллевӗ 2025 çулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсенче парламент урокӗсене ирттерессине пăхса тухасси.
Кăçал парламент урокӗсем республикăри кашни шкулта февралӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 28-мӗшӗччен иртеççӗ. Уроксене Тăван Çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев