Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фарид МУХАМЕТШИН: «РАÇÇЕЙ СУБЪЕКЧӖСЕНЕ ХИРӖÇТЕРМЕ ТĂНĂ ЧУХНЕ ЭПИР ТӖРӖС ЙЫШĂНУ ТУРĂМĂР»

Декабрӗн 24-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗпе Фарид Мухаметшинпа çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе йăлана кӗнӗ пресс-конференци иртрӗ. Парламент пуçлăхӗн шучӗпе, ку çулталăк çăмăллисенчен мар. «Тӗнчери лару-тăру, çӗршыва хирӗç йышăннă санкцисем Тутарстан экономикине те пысăк витӗм кӳчӗç. Паллах, çулталăка мӗнле кăтартусемпе вӗçлесси хумхантарчӗ. Палăртнă плансене пурнăçлама пулӗ-ши?

Çак тата ытти ыйтусем пăлхантарчӗç. Палăртнă плансемпе программасенчен, телее ытларахăшӗ пурнăçланчӗ. Республика экономики промышленность производствин кăтартăвӗсемпе те, строительствăпа та палăртнă шайран чакмарӗ. Бюджет тупăшӗпе те плана ытлашшипех тултарнă. Граждансене социаллă хӳтлӗхпе тивӗçтерессипе, ятарлă çар операцийӗпе, мобилизаципе çыхăннă ыйтусене те татса панă», – терӗ Фарид Хайруллович.

ПК Председателӗ Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗнчен мӗн кӗтни, мобилизациленнисен çемйисене мӗнле пулăшу кӳни, ТР Конституци сучӗ вырăнне мӗнле орган йӗркелесси, регионсен, ытти çӗршывсен парламенчӗсемпе малашнехи хутшăнусем, Аслă Пăлхар ислам тӗнне йышăннăранпа 1000 çитнине халалласа пурнăçланă ӗçсем тата журналистсен ытти ыйтăвӗсене туллин хуравларӗ.

«Ятарлă çар операцине хутшăннисене пулăшу кӳнине, нумайăшӗ хăй ирӗкӗпе мобилизациленнине, йывăр лару-тăрура республика çыннисем пӗрлӗхре пулни Тутарстанăн нумай нациллӗ халăхӗ ӗçчен,   пултаруллă, инкеке ăнланакан туслă халăх пулнине кăтартрӗ. Мобилизациленнисен çемйисем пӗри те тимлӗхсӗр юлмарӗ. Гуманитарлă пулăшу кайсах тăрать. Патшалăх, обществăлла организацисемпе уйрăм çынсен пулăшăвӗ питӗ курăмлă. Депутатсен шутӗнчен нумайăшӗ çапăçусен малти ретне хăй ирӗкӗпе тухса кайрӗ. Нумайăшӗ çапăçу операцийӗсене мӗн кирлипе тивӗçтерет. Парламент  пӗр çемье пек ăнланса ӗçлерӗ», – терӗ Фарид Хайруллович.

Парламент пуçлăхӗ Раççей шутне кӗнӗ территорисенче пурăнакансем патне гуманитарлă миссипе çӳрекенсене уйрăммăн тав турӗ. Çавсен шутӗнче тӗрлӗ шайри депутатсем, предприятисемпе муниципалитетсен ертӳçисем, волонтерсем, граждансем.

Патшалăх Канашӗн ӗçне хак парса ку çулта пурӗ 11 лару, вӗсенче 234 ыйтăва пăхса тухнине палăртрӗ. Ыйтусенчен 200-шӗ социаллă енпе çыхăннисем. Йышăннă 93 закон проекчӗ ТР Президенчӗ алă пуснă хыççăн вăя кӗнӗ.

Чи пӗлтерӗшлӗ йышăнусен шутне Фарид Мухаметшин республикăн Конституцине улшăнусем кӳртнине кӗртрӗ. 

«Конституци нормисене йӗркене кӗртессине пӗтӗм общество хумханса кӗтрӗ. Çӗршыв йывăр лару-тăрăва чăтса ирттернӗ, туслă мар Анăç çӗршывӗсем Раççей субъекчӗсене хирӗçтерме тăрăшнă чухне эпир федераллă закона тӗрев парса президент ятне улăштартăмăр. Депутатсем ăслă-тăнлă та кирлӗ йышăну турӗç тесе шутлатăп, çав вăхăтрах халăх суйлавне те тимлӗхе илчӗç. Урăхла йышăну тунă пулсан вăл пирӗн оппонентсене майлă пулса тухатчӗ. Суйласа лартнă Президент Рустам Нургалиевич Минниханов хăй полномочийӗсене пурнăçланă вăхăта президент пулсах юлать. Республикăн пулас Пуçлăхӗ вара çӗнӗ ятпа ӗçлеме тытăнӗ. Çакна федераллă центр та ăнланса йышăнчӗ».

Парламент ӗçне ертсе пынисӗр пуçне Фарид Мухаметшин ТР Халăхсен ассамблейин Председателӗн тивӗçӗсене те пурнăçлать. Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне нумай мероприяти планласа хунине пӗлтерчӗ. «Республика Президенчӗ çак пуçарупа тухнишӗн питӗ савăнатăп. Сăмах нумай нациллӗ халăхсен тӗп хаклăхӗсем çинчен пырать. Кăмăл-сипет пуянлăхне упраса хăвармалла пирӗн, ку тӗп мисси шутланать», – терӗ Фарид Мухаметшин Ассамблейăн çитес çулхи планӗсемпе паллаштарса. Çапла килес çул ТР Халăхсен Ассамблейин анлă ларăвӗ иртмелле, унта наципе культура пӗрлешӗвӗсен пуçарăвӗсене сӳтсе явӗç. Çӗршывсен парламенчӗсен хутшăнăвӗсем пирки каласан, Фарид Мухаметшин кӳршӗллӗ регионсемпе, Ислам организацине кӗрекен çӗршывсемпе тачăрах çыхăнса ӗçлессине палăртрӗ.  Паяна ТР Патшалăх Канашӗ пурӗ 43 килӗшӳ тунă, çав шутра 2-шӗ федераллă власть органӗсемпе, 11-шӗ ют çӗршывсен легистратурисемпе (хăш-пӗр çӗршывра закон кăларакан органа çак сăмахпа палăртаççӗ, ытларах чухне икӗ палатăллă парламентăн модельне пӗлтерет. –Авт.) тата вӗсен субъекчӗсемпе. Кăçал Минск облаçӗн Депутатсен Канашӗпе тата ЧР Патшалăх Канашӗпе килӗшӳ тунă. Ку вăхăтра Туркменистан парламенчӗпе ӗçлӗ çыхăну йӗркелессипе ӗç пырать.  

Патриотизмла воспитани, çемьери йăлари хаклăхсемпе çыхăннă ыйтусене те тимлӗхсӗр хăвармарӗ Фарид Мухаметшин. «Çемье – никӗссен никӗсӗ. Шел те, юлашки вăхăтра çак ыйтусене татса пама ытларах вӗрентӳ системине яваплаççӗ. Ман шутпа тӗп хаклăхсем çемьере йӗркеленеççӗ. Шкул вара çемьере мӗн илнине кирлӗ пек клăпламалла, çитменнине çитермелле, ытлашшине якатмалла. Килес çул çемьепе çыхăннă ыйтусене парламент ӗçӗнче уйрăммăн пăхăпăр, çав шутра закон йышăнас енӗпе те».

Республикăн Конституци судне хупни парламент пуçлăхӗн шучӗпе граждансен пурнăçне самай кансӗрлетрӗ. Халӗ вӗсен хăйсен ирӗкӗпе çыхăннă ыйтусене татса пама Санкт-Петербурга çити çӳремелле, мӗншӗн тесен РФ Конституци сучӗ унта тӗпленнӗ. Ку ыйтăва татса парас тесен тен Тутарстанра Конституци палатине е Конституци канашне туса хурӗç. Ку ыйтăва 2023 çулта пăхса тухма палăртнă.

Юлашкинчен Фарид Мухаметшин пурне те çывхарса килекен Çӗнӗ çулпа саламларӗ, ырлăх-сывлăх, çӗнӗ çитӗнӳсем сунчӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем gossov.tatarstan.ru сайтран.     

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев