Фарид МУХАМЕТШИН: «РЕСПУБЛИКĂРА ПУРĂНАКАНСЕМ ХАÇАТ-ЖУРНАЛСЕНЕ ПИТӖ КӖТЕÇÇӖ. ЭП ХАМ ТА ÇАВСЕН ШУТӖНЧЕ»
Январӗн 13-мӗшӗ – Раççей Пичет кунӗ. Пичетпе массăлла коммуникацисен «Татмедиа» республика агентстви ăна çуллен пӗр-пӗр интереслӗ вырăнта паллă тума тăрăшать. Кăçал пичетпе МХХ ӗçченӗсем «Созвездие – Йолдызлык» фестивалӗн театрӗнче хăнара пулчӗç.
Январӗн 13-мӗшӗ – Раççей Пичет кунӗ. Пичетпе массăлла коммуникацисен «Татмедиа» республика агентстви ăна çуллен пӗр-пӗр интереслӗ вырăнта паллă тума тăрăшать. Кăçал пичетпе МХХ ӗçченӗсем «Созвездие – Йолдызлык» фестивалӗн театрӗнче хăнара пулчӗç. Вăл XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринче хута кайнă Алафузов керменӗнче вырнаçнă.

Театр çурчӗ республика шайӗнчи историпе архитектура палăкӗ пулса тăрать. Унпа паллашма питӗ кăсăк пулчӗ. Кӗске экскурсире килнӗ хăнасем кăштах кермене пăхса çаврăнма пултарчӗç. Чугунран эрешлесе шăратса кăларнă пусма карлăкӗсем, стена, мачча çинчи барельефсем, хрусталь люстрăсем, чӳречесене хуплакан йывăр бархат портьерсем, чӗнтӗрлӗ рамăсенчи картинăсем, бал залӗ чăнах та 19 ӗмӗре илсе каяççӗ. Кун пек çӗрте ӗçлесе пурăнсан вӗренмен çын та эстета тухать. Çурăма тикӗс тытса танлăн, васкамасăр, вăхăтăн кашни çеккунтне туйса ирттерес килет кун пек çӗрте. Кунта ӗçлекенсем каланă тăрăх, ытти хуласенчен те, çав шутра Мускавпа Санкт-Петербургран та постановкăсене килсе çӳреçççӗ иккен Созвездие театрне. Ку хутӗнче ак пичет ӗçченӗсем килсе çитрӗç.
Сăмах май, театр хуçи Раççей тата Тутарстанăн театрпа обществăлла ӗçченӗ, ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Дмитрий Туманов. Шел те, хăй вырăнта марччӗ. Çапах экскурсовод ун кабинетне кӗрсе кăтартрӗ. «Тӗлӗнмелле çын вăл, Дмитрий Александрович. Унра чăваш, вырăс тата ытти халăх юнӗсем пӗрлешнӗ», – терӗ экскурсовод.

Ӗç сӗтелӗ хыçӗнче хуçашăн чи хаклă çынсен портречӗсем çакăнса тăраççӗ – Федор Шаляпинăн тата унăн мăн кукашшӗн Федор Эрнстăн. Федорсем туслă пулнă. Эрнст та Шаляпин пек талантлă опера юрăçи пулнă. Тивӗçлипе мăнаçланать дворянсен йăхӗнчен тухнă Туманов тăванӗсемпе. Алафузов çурчӗ шăп кăна ун йышши çыншăн.

Пичет кунӗн тепӗр ырă йăли – Фарид Мухаметшинпа тӗл пуласси. Ăна ытти мероприятисенче те час-час курма пулать-ха та. Анчах ытти мероприятисенче республика ертӳлӗхне кӗрекен çынсем пӗр-пӗрне ылмаштарма пултарсан Пичет кунӗнче – çук. Пирӗнпе тӗл пулма ялан парламент пуçлăхӗ Фарид Мухаметшин хăй килет.
Ку хутӗнче те вăл тăванӗсене курнă пек савăнса калаçрӗ. Пурне те тенӗ пек сăнран паллать, çавăнпа иртсе пынă чух кашнинпе пӗр-ик сăмах та пулин хушса каламасăр чăтаймарӗ.
«Халь сирӗн конкурентсем нумай. Интернет, электронлă хаçатсем тата ытти те. Çапах та пирӗн республика çыннисем хаçат-журналсене те питӗ кӗтеççӗ. Эп хам та çавсен шутӗнче. Вăранатăп та ирхине тӳрех радио хускататăп. Мӗн пулса иртнӗ-ха Тутарстанра, çӗршывра... Ку сирӗн ӗç. Хыпарсене эсир çитеретӗр. Тавах сире», – терӗ парламент пуçлăхӗ.

МХХ представителӗсене уявпа саламласа Фарид Мухаметшин профессие парăнса ӗçленӗшӗн, çăмăл мар службăна тивӗçлӗ пурнăçласа пынăшăн тав турӗ. «Тутарстанра çирӗп те тӗреклӗ медиасистема йӗркеленнӗ. Федераци шайӗнчи, республика, хулапа районсен МХХсем çӗршывпа республикăн информаци каркасӗ пулса тăраççӗ. Çынсене тӗп пулăмсем çинчен оперативлă пӗлтерсе тăратăр, Тутарстанăн социаллă экономика аталанăвӗ, культурăпа спорт çитӗнӗвӗсем çинчен тӗрӗссине калатăр. Актуаллă ыйтусене çӗклесе граждансене хумхантаракан проблемăсене татса пама пулăшатăр, çав шутра закон шайӗнче те», – терӗ Фарид Хайруллович.
Парламент пуçлăхӗн шучӗпе, МХХсем тӗрлӗ халăхсемпе конфессисене пӗрлештерсе тăракан кӗпер те. «Сирӗн репортажсем, интервьюсем урлă çынсем кӳршӗллӗ халăхсен культурипе, йăлисемпе паллашаççӗ. Çак черчен сферăна объективлă çутатса пани туслă та килӗшӳллӗ хутшăнусен аталанăвне пысăк витӗм кӳрет», – терӗ Фарид Мухаметшин. МХХсем активлă ӗçленине кура Тутарстан Раççей регионӗсен хушшинчи медиарейтингра Мускавпа Мускав облаçне хăй хыççăн хăварса пӗрремӗш вырăн йышăннине те палăртса хăварчӗ спикер.
Малашнехи ӗçсем пирки асăнса Фарид Мухаметшин ТР Раисӗ ку çула Çарпа ӗç мăнаçлăхӗн çулталăкӗ пек палăртса ăна тивӗçлӗ ирттерсе ямалли çинчен каларӗ, çав шутра Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне те. Вăл тутарстансемшӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ, мӗншӗн тесен республикăра 175 яхăн халăх пурăнать. «Сирӗнсӗр пӗр власть органӗ те – патшалăхăн та, муниципаллă шайри те, ӗçлеймеççӗ. Пӗрле кăна эпир республика пуласлăхӗшӗн ӗçлетпӗр», – терӗ вăл.

Ун хыççăн пичетпе МХХ ӗçченӗсене Пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев саламларӗ. «Шăпах медиа халăхăн социаллă кăмăл-туйăмне йӗркелесе тăрать. Обществăна кирлӗ енне пăрасси вара çав тери пӗлтерӗшлӗ. Республика пире инфосăлтавсем парсах тăрать. Мӗн çинчен çырмалли, каласа памалли çителӗклӗ. Атьăр малашне те çак ӗçе хавхаланса илсе пырар», – терӗ Айдар Саитгараевич.
Юлашкинчен ӗçре палăрнисене патшалăх наградисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗç.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор тата В.Васильев («Татар-информ» ИА) сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев