Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фарид Мухаметшин журналистсемпе пичет ӗçченӗсене Раççей Пичет кунӗпе саламларӗ

Паян пичетпе массăлла коммуникацисен ӗçченӗсем хăйсен профессилле праçникне – Раççей Пичет кунне паллă тăваççӗ.

Паян пичетпе массăлла коммуникацисен ӗçченӗсем хăйсен профессилле праçникне – Раççей Пичет кунне паллă тăваççӗ. Çак кун ТР Патшалăх Канашӗн, Тутарстан халăхсен Ассамблейин Председателӗ Фарид Мухаметшин республикăри МХХсен ертӳçисемпе, федераллă кăларăмсен представителӗсемпе, журналистсемпе, масс-медиа ӗçченӗсемпе тӗл пуласси йăлана кӗчӗ.

Тӗлпулу Хусанти халăх художествăлла промыслисен техникумӗнче иртрӗ. Ку кăçалхи çулталăка Тутарстанра Халăхсен культурисемпе йăлисен çулталăкӗ тесе палăртнипе çыхăннă. Малтанласа журналистсемпе пичет ӗçченӗсене техникумпа паллаштарчӗç. Кунта хăйне уйрăм тӗнче. Учрежденин стенисене тӗрлӗ картинăсем, панносем хитрелетеççӗ. Эпир живопись, çӗвӗçӗ, тӗрӗçӗ, гончар, ювелир искусствин ӗçӗпе паллашрăмăр. Питӗ интереслӗ пулчӗ экскурси. Кайран кашни хăй кăмăлланă ӗçпе мастер-класа хутшăнма пултарчӗ.

Тӗлпулура Фарид Мухаметшин журналистсемпе пичет ӗçченӗсене уявпа саламларӗ, пӗрлехи ӗçшӗн тав турӗ.  Республикăн пичетпе массăлла коммуникацин агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев та ӗçтешӗсене тав туса нумай ырă сăмах каларӗ.

Фарид Хайруллович МХХ ӗçченӗсен республикăн обществăлла политика, социаллă пурнăçӗнчи вырăнӗпе пӗлтерӗшӗ, нацисемпе конфессисен хутшăнăвӗсем, тӗнчери лару-тăру çинчен сăмах хускатрӗ.

«Хăйӗн историне пӗлмен, йăлисене упраман халăхăн пуласлăхӗ питӗ те пӗчӗк. Çавăнпа чи малтан тӗп хаклăхсене упрасси çинчен шутламалла, историпе культурăн пуян еткерне халăхра сармалла, малалла аталантармалла. Ку ӗçе сирӗнсӗр тума çук. Нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ республикăра ку уйрăмах хаклă», – терӗ Фарид Мухаметшин.

Республикăра вырăс, тутар чӗлхисемпе тухса тăракан хаçатсене тимлӗхе илсе чăвашла хаçат пуррине те асăнса хăварчӗ.

«Çак çăмăл мар тапхăрта эсир кашни йӗркене хăвăр урлă кăларса вулакансем, куракансем патне кирлӗ информацие çитеретӗр», – тав турӗ парламент ертӳçи. Тутарстан журналисчӗсем тӳрӗ кăмăлпа ӗçленине палăртса çак ӗçшӗн тав турӗ. «Патшалăхăн, обществăн интересӗсене хӳтӗленӗ çӗрте эсир пирӗн тӗрев тата вăй. Эсир тăрăшнипе публикăлла власть органӗсемпе тачă çыхăну йӗркеленнӗ», – терӗ Фарид Мухаметшин.

Çӗршывшăн çăмăл мар лару-тăрура граждансене тӗрӗссине ултавран уйăрса илме пулăшнине чи кирлӗ ӗç тесе палăртрӗ. Ку чухне журналистсен те пӗр фронтра ӗçлемеллине каларӗ. Вăхăтран кая юлмасăр çӗнӗ технологисене те алла илсе пымаллине палăртса хăварчӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: сми