Федераллӑ бюджетран миллиардсем кӗреҫҫӗ
Раҫҫей ҫыннисен сывлӑхӗпе тӑнӑҫлӑхӗ, комфортлӑ хутлӑха аталантарни, пултарулӑха аталантармалли майсене сарни, ӗҫ эффективлӑхне ӳстерни, предпринимательствона аталантарни приоритетра
2021 ҫулта наци проекчӗсене пурнӑҫлама Тутарстанра 21,9 млрд тенкӗ яма палӑртаҫҫӗ.
Ҫак укҫасен пысӑк пайне – 14 млрд тенкӗ – федераллӑ бюджетран уйӑраҫҫӗ. 16,4 млрд тенке яхӑн Тутарстан финансировани килӗшӗвӗпе илӗ, 7,9 миллиардне республика бюджетӗнчен хушӗҫ.
Ҫакӑн ҫинчен ТР Экономика министерстви пӗлтерет, вӑл Тутарстан территорийӗнче регионри проект офисӗ пулса тӑрать.
Тутарстанра 13 ача сачӗ тума палӑртаҫҫӗ, республикӑн тӗп хулинче чи пысӑк шкулсенчен пӗрне тӑвӗҫ. Тутарстанра виҫӗ ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тӑвӗҫ, икӗ шкулта капиталлӑ юсав тӑвӗҫ. Кукморта ҫӗнӗ спортзал пулать, ялсенчи тата икӗ спортзала юсав кӗтет. Никольское ялӗ патӗнчи Мёша юханшыв юпписене, Державино ялӗнчи виҫӗ шыв объектне, Мамадышри Вятка юханшывне тасатӗҫ. Унсӑр пуҫне шывпа тивӗҫтерекен пилӗк объекта реконструкцилемелле. Ҫавӑн пекех 54 паркпа сквера хӑтлӑх кӗртмелле.
Аса илтеретпӗр, наци проекчӗсен реализацине ҫӗршывра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2018 ҫулта пуҫарнӑ. РФ Президенчӗн 2020 ҫулхи июлӗн 21-мӗшӗнче тухнӑ указӗ тӑрӑх, наци тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртмелли 2030 ҫул таранччен тӑснӑ.
Раҫҫей ҫыннисен сывлӑхӗпе тӑнӑҫлӑхӗ, комфортлӑ хутлӑха аталантарни, пултарулӑха аталантармалли майсене сарни, ӗҫ эффективлӑхне ӳстерни, предпринимательствона аталантарни приоритетра.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев