Фестивале Ленсовет пуçларӗ
Октябрӗн 9-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 19-мӗшӗччен Хусанта вырăс драма искусствин фестивалӗ.
Октябрӗн 9-мӗшӗнче Ленсовет ячӗллӗ Санкт-Петербург театрӗн, Юрий Бутусов режиссер лартнă «Город. Женитьба. Гоголь» спектакльпе Качалов театр фестивалӗ пуçланчӗ. Пӗрремӗш хут Раççейӗн чи пысăк наци республикин тӗп хулинче вырăс драма искусствин фестивалӗ иртет. В.И.Качалов ячӗллӗ вырăс академи драма театрӗн директорӗ, режиссерӗ Александр Славутский каланă тăрăх, фестиваль ирттересси çинчен вăл 25 çул каяллах тӗллев лартнă. Анчах тӗрлӗ сăлтава пула ăна ирттереймен. Идейăна республика ертӳçисем те ырланă. Анчах театрăн историлле çуртне тӗпрен юсанă хыççăн тин фестивале йӗркелеме май пулнă. Александр Славутский палăртнă тăрăх, фестиваль тӗллевӗ куракансене Раççейӗн хальхи театрӗсен чи ăнăçлă çитӗнӗвӗсемпе паллаштарасси. Фестиваль çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вуласа пӗлме пулать (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев