Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Февралӗн 1-мӗшӗнчен амăш капиталӗн калăпăшӗ ӳсет

Февралӗн 1-мӗшӗнчен амăш капиталне индексацилеççӗ те вăл пӗрремӗш ачашăн 630,4 пин, иккӗмӗшшӗн 833 пин тенкӗ пулать. Çакăн пирки РФ Правительствин Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Пӗрремӗш ачашăн амăш капиталӗ илнисене иккӗмӗш ача çуратсан 202,6 пин тенкӗ хушса тӳлеççӗ. 


РФ ӗç тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Антон Котяков каланă тăрăх, 2022 çултан РФ Президенчӗ Владимир Путин хушнипе амăш капиталне инфляцие шута илсе çулсерен индексацилеççӗ. Кăçалхи февралӗн 1-мӗшӗнчен пӗрремӗш ачашăн тивӗçекен тӳлев пӗлтӗрхипе танлаштарсан 43,4 пин тенке, иккӗмӗш ачашăн 57,4 пин тенке ӳснӗ. 


Мӗнле усă курать-ха ашшӗ-амăшӗ капиталпа? РФ ӗç тата социаллă хӳтлӗх министрӗ каланă тăрăх, ытларахăшӗ пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма яраççӗ-мӗн патшалăх паракан укçана. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, Раççейре 677 пин ытла çемье çак мелпе усă курнă. 415 пин çемье амăш капиталӗн шутӗнчен ачи 3 çул тултариччен уйăхсерен тӳлев илсе тăрать. 376 пин çемье вара амăш капиталӗпе ачисене вӗрентме усă курнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев