Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Февралӗн 10-мӗшӗнче Хусанта 42-мӗш хут «Лыжня России-2024» иртет

Хутшăнакансем валли хулари кашни районта старт площадкисем йӗркелӗç.

Çемье çулталӑкӗ шайӗнче çемьесем валли 1 çухрӑм тăршшĕ уйрӑм старт  пулни пирки пресс-конференцире ТР Физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ Линар Гарипов пӗлтернӗ.

«Ку вӑл анлӑ та ырă мероприятисенчен пӗри. Паллах ӗнтӗ, унăн тӗп тӗллевӗ — массӑллӑ йӗлтӗр спортне популяризацилесси. Профессиллӗ спортсменсемпе пӗрлех ăмăртăва кӑмӑл тӑвакансем те хутшăнма пултараççĕ», — тенӗ спикер.

Вăл палӑртнӑ тӑрӑх, Вахитовскипе Приволжски районсенче пурăнакансем Горкинско-Ометьевски вӑрманӗнче, Авиастроительнăй тата Ново-Савиновски районсенче пурăнакансем Гаврилов урамĕнче Казанка юханшывӗн çывăхĕнче пуçтарăнĕç. Киров тата Мускав районӗсенче пурӑнакансене «Локомотив» стадиона йыхравлаççӗ, Советски районӗн çыннисене вара Нагорный поселокӗн — Хурӑн ращине.

2, 5, 10 çухрӑм йӗлтӗрпе чупас теекенсене пурне те «Мирный» поселокĕнче кĕтеççĕ. 

Пӗлтӗр чупӑва 22 пин ытла çын хутшӑннӑ.

Мандат комиссийӗ заявкӑсене февралĕн 5-мӗшӗнчен Тӗп стадионӑн пресс-центрӗнче йышăнма пуçланă. Регистрацие çавӑн пекех «Госуслуги» урлă та иртме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: лыжня России