Февралӗн 23-мӗшӗнчипе мартӑн 8-мӗшӗнчи корпоративсене ӗҫре ирттерме сӗнмеҫҫӗ
Çӗнӗ хыпарсем

 Февралӗн 23-мӗшӗнчипе мартӑн 8-мӗшӗнчи корпоративсене ӗҫре ирттерме сӗнмеҫҫӗ

Енчен те обществӑлла апатлану вырӑнне банкета арендӑна илеҫҫӗ-тӗк, уявра пӗр компанирен 100 ҫынран ытларах пулмалла мар

Pоспотребнадзор управленийӗн пресс-секретарӗ Миляуша Замалиева пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал мероприятисене ӗҫ вырӑнӗсенче ирттермелле мар текен рекомендаци вӑйра, уйрӑмах ҫакӑ ятарлӑ  подразделенисене пырса тивет.

Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунне е Халӑхсем хушшинчи хӗрарӑмсен кунне республикӑра кафесемпе ресторансенче мӗн пур санитарипе эпидемиологи мерисене пӑхӑнса ирттерме юрать: сӗтелсем хушшинчи хутлӑх 1,5 метр пулмалла тата зала 70 % таран кӑна тултарма юрать.
Енчен те обществӑлла апатлану вырӑнне банкета арендӑна илеҫҫӗ-тӗк, уявра пӗр компанирен 100 ҫынран ытларах пулмалла мар.
Персоналӑн ҫавӑн пекех маскӑсемпе тата перчеткесемпе пулмалла.


Нет комментариев