Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Филатовăн литература фестивалӗ

Раççей Халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗнче Вырӑс писательсен союзӗ (Мускав хули) тата Вырăс этеплӗх академийӗ (Русская академия нравственности) Халăхсен хушшинчи литература фестивалӗсем ирттереççӗ.

Çыравçӑ-публицист, общество деятелӗ, РФ Конституцине çӗнетес енӗпе ӗçлекен ӗç ушкӑнӗн ертӳçи, РФ Президенчӗн Администрацийӗн пуçлӑхӗ (1993 – 1996), Мускав Писательсен союзӗн председателӗ (2005 – 2023), «Вырӑс этеплӗх академийӗ» АНО хисеплӗ академикӗ С.А.Филатов ячӗллӗ Халăхсен хушшинчи «Гуманизм этемлӗх хаклӑхӗ пек» фестиваль иртнӗ уйăхра пуçланнă. Фестивале литература, музыка, ӳнер искусстви тата ытти номинацисем пур. Фестивале хутшӑнакансем диплом илӗç, çӗнтерӳçӗсене вара Вырӑс этеплӗх академийӗ РФ Юстици министерствинче регистрациленӗ «Гуманизмшăн» орденпа чыслӗ. 

2001 çултанпа Сергей Филатов çулсерен çамрӑк çыравçӑсен форумӗсене йӗркелесе ирттернӗ. Захар Прилепин, Роман Сенчин, Денис Гуцко, Мария Маркова, Александр Снегирев пурте сумлă премисен лауреачӗсем – РФ Правительствин, РФ Президенчӗн, «Большая книга», «Ясная Поляна», «Русский букер»...

Вӑрçӑ ветеранӗсен тата патриотизм темипе çыракан литераторсен хушшинче «Пӗрлехи халăх çӗнтерейми» фестиваль ирттересшӗн. Ăна Вырӑс писательсен союзӗ тата Вырăс этеплӗх академийӗ Тӑван çӗршывӑн çар поэзийӗпе прозинче çӗнӗ литература таланчӗсене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркелеççӗ. Фестивале хутшӑнакансене  пурне те Тав хучӗсем парӗç, çӗнтерӳçӗсене вара – дипломсем. Вӗсем «Русский воин непобедим» литература альманахӗнче, литература журналӗсенче пичетленме рекомендаци, сӗнӳсем илӗç.

Георгий Фадеев (Хавал) ячӗллӗ «Пултарулӑхшӑн» («За одаренность») конкурс виççӗмӗш хут иртет. Унта пултаруллă, тӗрлӗ енлӗ аталаннă, çитӗнӳсем тунă çынсем хутшӑнма пултараççӗ. 

Тӗплӗнрех конкурс çинчен çак ссылкăпа кӗрсе пӗлме пулать:

vk.com/akademiya_nravstvennosti?w=wall716589393_1058. 

Вырӑс этеплӗх академийӗпе Вырӑс писательсен союзӗ обществăлла ӗçсене хастар туса пыраççӗ. Январь уйӑхӗнче Çӗмӗрле хулинче «Восход» Культура керменӗнче, Шупашкарти «Салют» Культура керменӗнче «Серебряные каблучки» коллективпа пӗрле Анатолий Аринин ертсе пыракан «Данс-рок-капелла» вокалпа инструментсен ансамблӗ сцена çине тухнă. 

Залра ларакансем юратнă ушкăна тăвăллăн алă çупса кӗтсе илнӗ. Кашни юрă хыççăн ансамбле темӗнччен сцена çинчен яман. 

 

Светлана ЛУКИЯНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: писатели