Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ФИНАНС ПИРАМИДИНЕ ÇАКЛАНАС МАР ТЕСЕН

Тӳлевсӗр сыр шăши капкăнӗнче кăна пулнине ан манăр

Тутарстан экономика енӗпе Раççейӗн чи вăйлă аталаннă регионӗсенчен пӗри. Инвестицилле климат та илӗртӳллӗ. Регионăн экономика ӳсӗмӗ ырă пулăмсенче курăннипе пӗрле начарришӗн те магнит евӗр. Кун пирки ТР Патшалăх Канашӗн черетлӗ пресс-конференцийӗнче Законпа право йӗркин комитечӗн председателӗн çумӗ Александр Чубаров каларӗ. Тӗлпулăва ШӖМ Экономика хăрушсăрлăхӗпе коррупцие хирӗç тăрассипе Тутарстанри управленийӗн налогпа криминаллă банкротствăн сферинчи преступленисемпе кӗрешессипе уйрăмӗн пуçлăхӗ – Управлени пуçлăхӗн çумӗ Рафаэль Усманов тата  ШӖМ Экономика хăрушсăрлăхӗпе коррупцие хирӗç тăрассипе Тутарстанри управленийӗн  финанспа кредит системинчи преступленисене чарассипе уйрăм пуçлăхӗ Фаннур Шагвалиев хутшăнчӗç.

Анатолий Чубаров палăртнă тăрăх, чи начар пулăмсен шутӗнче финанс пирамидисем çумăр хыççăнхи кăмпасем пек ӳсни. Информаци уçлăхӗнче вӗсен тавра хитре легендăсем çуралаççӗ, вӗсен серепине хăш чух финанс енчен вăйлă шайлакан инвесторсем те çакланаççӗ. Нумайăшне кӗске вăхăтрах пуйса каясси илӗртет. Рафаэль  Усманов палăртнă тăрăх, çын пӗр-пӗр финанс пирамидине çакланнине малтанласа сисмест те, палăртнă çӗре укçи-тенкине куçарса вăл кунсерен çӗпре чусти пек ӳснине курса хавхаланса каять. Тупăша ӳстерес тесе тата та тата укçа хурать. Юлашки вăхăтра криптовалюта енӗпе те шулӗкле ӗçсем нумайлансах пыраççӗ.

Александр Чубаров сăмахӗпе, ТР Шалти ӗçсен министерствипе РФ Следстви комитечӗн ТР Следстви управленийӗ финанс пирамидисене йӗркелессипе çыхăннă преступленисене тăрă шыв çине кăларассипе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелет. Октябрь уйăхӗнче комитет ятарлă лару ирттернӗ. Спикер граждансен тимлӗхне тата пӗлӗвне ӳстерес енӗпе комитет ТР Пичетпе массăлла коммуникацисен агентствипе пӗрле ӗçленине те асăнса хăварчӗ.

Финанс пирамидисене хирӗç тăрассине Рафаэль Усманов ШӖМ ӗçӗн приоритетлă енӗсенчен пӗри тесе палăртрӗ. «Шар куракансем нумай, вӗсем обществăра та пысăк резонанс çуратаççӗ. Çынсен çухатăвӗсем çав тери пысăк. Шел пулин те, пур чухне те граждансен укçи-тенкине каялла тавăрма пулмасть, – терӗ вăл. – Тутарстанăн инвестицилле потенциалӗ пысăк, çавăнпа усă кураççӗ те шулӗксем».

  Управленин налог тата криминаллă банкротство сферинчи преступленисемпе кӗрешессипе уйрăм пуçлăхӗ пӗлтернӗ тăрăх, финанс пирамидисем уйрăмах 2012 – 2018 çулсенче вăйлă аталаннă. Çав вăхăтра пурӗ 42 уголовлă ӗç пуçарнă. Финанс пирамидисене пуçаракансенчен 18-шне явап тыттарнă. Технологисем аталанса пынă май шулӗксем те ӗçлес механизмсене улăштарса пынă. Çапла вӗсем виртуаллă механизмсемпе анлă усă курма пуçланă. Кăçал ку енӗпе 10 уголовлă ӗç пуçарнă.

Мӗн тумалла-ха шулӗксен аллине çакланас мар тесен? Рафаэль Усманов сăмахӗпе, граждансен финанс пӗлӗвне ӳстерессипе вӗсем профилактика ӗçне пӗр вăхăта та чарман. «Енчен те пӗр-пӗр инвестицилле проектра процент ставки банкринчен самай пысăкрах пулсан, пӗлӗр – вӗсем шулӗксем. Хăш чух 50, 100 процент таранах сӗнеççӗ. Тӳлевсӗр сыр шăши капкăнӗнче кăна пулнине ан манăр. Тата организаци Центробанкăн реестрӗнче пуррипе çуккине кӗрсе тӗрӗслеме ан ӳркенӗр. Псведоброкер компанийӗсемпе реферальнăй ссылкăсем те сире сисчӗвлентермелле», – асăрхаттарчӗ Рафаэль Усманов. Унсăр пуçне «юлташна е икӗ çынна илсе килсен самай нумайрах илӗн» текен чӗнӳсем, хаклă парнесем салатни, VIP-залсенче анлă конференцисем ирттерни те шухăшлаттармалла.

Финанс пирамидисене йӗркеленме чарма пулать-ши? «Финанс пирамидисен ӗçне йӗркеленӳ тапхăрӗнчех ӗçлеме чаракан закон йӗрки пулсан аванччӗ вăл, анчах малтанхи тапхăрта вӗсем легальлӗ ӗçлеççӗ, çынна ӗнентерес тесе паллă çынсене явăçтараççӗ, малтанласа çынсене хунă укçашăн кăштах тӳлеççӗ те. Анчах пирӗн ӗç те чарăнса тăмасть, шутлавне тупатпăрах», – шантарса каларӗ Александр Чубаров.

Ирина ГОРДЕЕВА.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев