Флот пур-тăк, заправка та пулмаллах
Тутарстанăн туризм енӗпе комитечӗ РФ Экономика аталанăвӗн министерствипе пӗрле шыв çийӗнчи заправкăсен инфраструктурине контрольлекен законодательствăна улшăнусем кӗртессипе ӗçлет. Патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов каланă тăрăх, хальхи нормативсем станцисем вырнаçтарассинче чăрмавсем кӳреççӗ.
«Ку вăл Тутарстанăн кăна мар, Раççейӗпех пуç ыратăвӗ. Халӗ эпир асăннă законодательствăна улшăнусем кӗртсе пӗчӗк виçеллӗ флот (кимӗ-катерсем) валли шыв çийӗн ишсе çӳрекен заправка станцийӗсене аталанма майсем туса парассипе ӗçлетпӗр», — тенӗ вăл.
Улшăнусем Тутарстана шыв тăрăх курса çӳрессине ӳстерӗччӗ. Кун йышши заправка Лайăш районӗнче пур пирӗн, «Казань марина» проекта та кӗнӗ вăл, анчах закон улшăнмасăр пурнăçа кӗртме çук ăна.
Сергей Иванов сăмахӗсемпе, «Казань марина» проект Тутарстана çулталăкне 620 пин туриста илӗртессе шантарать. Атăл тăрăх яхтăсемпе çӳремелли инфраструктурăна йăлтах хатӗрлесшӗн. Хальлӗхе кун пекки Раççейӗпе те çук-ха, тесе пӗлтерет РБК Татарстан сайт.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев