Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

FORBES ЧĂВАШ КӖСЙИНЕ ТЕ ТӖРӖСЛЕТ

Çын кӗсйинчи укçана шутлама юратакан Forbes журналăн тимлӗхне нумай пулмасть чăваш та лекнине хыпарлать 1ul.ru. Вăл – Тутарстанри Çӗпрел (Матак ялӗн) мăнукӗ, паллă меценат, «Технониколь» компанин совладелецӗпе партнерӗ, «Çулталăк предпринимателӗ – 2018» Раççей конкурсӗн çӗнтерӳçи Сергей Анатольевич Колесников.

Forbes шучӗпе, ентешӗмӗр Раççейри чи пуян 200 çын списокне кӗнӗ. Пурлăхӗ 1,3 миллиард даллар-мӗн. 2019 çулта тата 100 миллион доллара пуянланса çак списокра 80-мӗш вырăнтан 75-мӗшне çитнӗ имӗш.
Çурт витмелли тата изоляци материалӗсене кăларакан «Технониколь» чăнах та çӗршывра сумлă компани-ха, унăн тӗнчери 7 çӗршывра пурӗ 52 предприяти. Сергей Колесников ăна Мускаври физикăпа техника институтӗнче пӗрле вӗреннӗ юлташӗпе Игорь Рыбаковпа 1992 çулта йӗркеленӗ.
Пире тата меценат пек те паллă вăл. Çӗпрел район центрӗнчи храма, Ульяновскра биатлон стадионне, Рязаньри пӗр шкула тутарнă. Кунсăр пуçне аслашшӗн ялӗнчи – Матакри, хăй вӗреннӗ Ульяновск хулинчи тата Рязаньри шкулсене нумай пулăшать. Тав ăна. Мӗнех калăн, ӗçӗ малалла та ăнса пытăр ентешӗмӗрӗн. Пӗтӗмлетсе каласан, Forbes журнал чăвашсене те асăрхарӗ пулсан,  мăнаçлă халăх-ха эпир, юлташсем! (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗнче С.Колесников (Феофан владыка çумӗнче сылтăмра) Матак шкулӗнче).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России