Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Фотоконкурса хутшăнакансем чи нумай лайк пуçтарчӗç

Кăçал редакци хăйӗн социаллă сечӗсенче икӗ фотоконкурс ирттерчӗ – «Юратнă аттепе» тата «Юратнă аннепе». Çак проектсем вулакансене хăйсен пурнăçӗнчи чи хаклă çыннисемпе паллаштарма, вӗсене уяв ячӗпе саламлама май туса пачӗç.

Редакцие республикăн кашни районӗнчен, кӳршӗллӗ регионсенчен сăнӳкерчӗксем килчӗç. Кашни хăйнеевӗрлӗ, хăшӗ çемьепех сăн ӳкереннӗ, хăшӗ юратнă çыннипе кăна, уяв ячӗпе ăшă салам çырма та манман конкурса хутшăнакансем.

Конкурсăн условийӗсемпе çӗнтерӳçӗсене чи нумай лайк пуçтарнисем хушшинче суйларăм. Сасăлавсем икӗ конкурса та питӗ хӗрӳ иртрӗç. Тытăнчӗ вара тупăшу, мала тухассишӗн. Лайксем, репостсем, комментарийсем кашни минутрах хушăнса пычӗç. Çапах та чи нумай сасă пухакансене палăртрăмăр.   

«Юратнă аттепе» фотоконкурсăн çӗнтерӳçисем:

1-мӗш вырăн – Александр Васильев, Пăва районӗ, Шемек  924 сасă; 

1-мӗш вырăн – Александр Одиноков, Çӗпрел районӗ Матак 902 сасă;

2-мӗш вырăн – Александр Магарин, Çӗпрел районӗ Аслă Аксу 816 сасă;

3-мӗш вырăн – Александр Романов, Çӗпрел районӗ Чăваш Çӗпрел 399 сасă.

«Юратнă аннепе» фотоконкурсăн çӗнтерӳçисем:

1-мӗш вырăн – Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Çӗнӗ Шупашкар ялӗнче пурăнакан Людмила Ильдулова 1014 сасă; 

2-мӗш вырăн – Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел ялӗнче пурăнакан Наталья Яшмурзина 784 сасă;
3-мӗш вырăн – Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче çуралнă Людмила Одинокова 591 сасă.

Редакци ирттерекен конкурссене хутшăннă кашни çемьене, тав тăватпăр. Конкурссем мӗнле пынине сăнакансене, сасăлакансене пурне те пысăк тав. Пирӗншӗн ку питӗ лайăх опыт пулчӗ, çавăнпа та эпир çакăн пек проектсене малалла та ирттерме тăрăшăпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья