Францире пурăнакан ентешӗмӗрпе тӗлпулу ирттертӗмӗр
Çӗнӗ хыпарсем

Францире пурăнакан ентешӗмӗрпе тӗлпулу ирттертӗмӗр

Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗн библиотекинче хамăр ентешпе, «От Наратлов до Лоррена» таврапӗлӳпе автобиографилле кӗнекен авторӗпе Г.М.Таймасовăпа тӗлпулу иртрӗ.

Галина Михайловна – питӗ те çутă, ырă, çынна ăнланакан хӗрарăм. Францире пурăнаканскер, вăл кашни çулах тăван яла – Наратлăна – килет, ентешӗсемпе тӗлпулусем йӗркелесе хăйӗн çӗнӗ юррисемпе, сăввисемпе паллаштарать.

Хальхинче хаклă хăна пирӗнпе тӗл пулсан хăйӗн «От Наратлов до Лоррена» çӗнӗ кӗнекипе паллаштарчӗ. Унта автор хăйӗн пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ пирки çырнисӗр пуçне йăх тымарӗсене те тӗпченӗ.

Тӗлпулăва килнӗ çынсем Галина Михайловна илсе килнӗ кӗнекесене туянма пултарчӗç. Наратлă ялӗн библиотекарӗ хисеплӗ хăнана библиотекăна парнеленӗ кӗнекешӗн чӗререн тав турӗ, ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунса пысăк мар парне пачӗ.

Галина Михайловнăпа йӗркеленӗ тӗлпулу ял-йыша савăнăç кӳчӗ, Францире пурăнакан ентешӗмӗре итлесе нумай çӗннине тата интереслине пӗлчӗç вӗсем.

Татьяна ДМИТРИЕВА,

Наратлă ялӗн библиотекарӗ.

 


Нет комментариев