Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Фронтри сăнӳкерчӗк тăрăх çырăннă этюд

Портречӗсем питӗ ӗненмелле пулса тухнине кура (çак тӗлӗшпе анатомие ятарласа вӗренет) хăйсене е тăванӗсене ӳкерме ыйтакансем нумай Пензăри чăваш ӳнерçин Максим Плотниковăн. Çав шутра ентешӗсем те. Чистай хулинче пурăнакан Алексей Кузниковран та килнӗ кун пек заказ, анчах хăйне евӗрли, чуна çав тери ыраттараканни.

Максим – пирӗн ентеш, Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗн мăнукӗ, Валентина Сергеевнăпа Егор Валентинович Плотников­сен ывăлӗ. Хальхи вăхăтра Пенза хулинче пурăнать. Портретист çамрăк пулсан та ӳнер тӗнчинче палăрма ӗлкӗрнӗ. Пӗрремӗш куравӗ 20-ре чухнех уçăлнă ун. Портретсемсӗр пуçне пӗр темăллă картинăсен ярăмне те хатӗрлет чăваш каччи: Афган вăрçин паттăрӗсем, КХЛ хоккеисчӗсем, шкул-интернат хӗрарăмӗсем...

Çулталăк каялла ентешӗ, Чис­тай хулинче пурăнакан Анат Кăт­ра­та çынни Алексей Кузников­ унпа çыхăннă. Ятарлă çар опе­ра­цийӗн­че çухатнă ывăлӗпе пӗртăванӗн ывăлӗн Мишăпа Сергей Кузников­сен тата мăшăрӗн Валентинăн пӗр­тăван шăллӗн Николай Василье­вăн блиндажра пӗрле ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкӗ тăрăх картина ӳкерсе пама ыйтнă вăл. 

Сăмах май, мобилизаципе кай­­нă çак салтаксем виççӗшӗ те­ 430-мӗш полка лекнӗ, ятарлă çар операцийӗн зонинче пӗрлех тăнă. Чăн малтан Селеван по­зыв­нойлă Николай Васильев 2023 çулхи декабрӗн 18-мӗшӗнче Донецк енчи Новомихайловка ялӗ патӗнче паттăррăн пуç хунă. 2024 çулхи апрелӗн 19-мӗшӗнче Сладкое ялӗ çывăхӗнче Мишăпа (позывнойӗ Ахим) Сергей (позывнойӗ Джафар) Кузниковсен пурнăçӗ татăлнă.

Паттăр-ентешӗсен портре­чӗ­сене ӳкересси хăйшӗн пысăк чыс пулнине пӗлтерчӗ Максим Плотников пирӗнпе çыхăнсан. Çуллă сăрăпа ӳкернӗ картина çинчен пăхакан виçӗ салтак хальхинче те çав тери ӗненмелле пулса тухнă. Салтак-ентешсен кăна мар, ятарлă çар операцийӗн историне кăтартма пултарнă автор.

– Чӗререн хурланса куççуль витӗр çырăнчӗ картина. Фронтри сăнӳкерчӗк тăрăх питӗ лайăх этюд пулса тухрӗ. Картинăна Алексей Кузникова хăйне памашкăн тата йывăртарахчӗ. «Эп сирӗнпе! Эсир ман чӗрере!» – тенӗнех пăхрӗ вăл картинăри çывăх çыннисем çине. Чун хавалӗ валли кирлӗ ăна ку картина. Мӗншӗн тесен хăй çӗр çинче, чунӗпе вӗсемпе пулмалли мел вăл. Сăнӳкерчӗкпе танлаштарсан живопиçӗн чунӗ пур. Пӗлместӗп, мӗнле ӗçлет ку маги, çапах та факт, – терӗ Максим картинăн историйӗпе паллаштарнă май.

Николай Васильев, Михаилпа Сергей Кузниковсем паттăррăн пуç хунăранпа икӗ çул çитрӗ. Çухатăва йышăнма çав тери йывăр пулсан та ашшӗ-амăшӗн чăтмаллах. Çывăх çыннисем асра, юнашар, сывах вӗсемшӗн. Паттăр ентешӗсене историе кӗртсе çак астăвăма ӗмӗрлӗхе хăварма пулăшать те Максим Плотников. 

(М.Плотниковăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #общество