Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ФСБна мӗншӗн малтанах кайман?

Элмет районӗнчи 63-ри хӗрарăм ултавçăсене шанса икӗ эрнере 41 миллион тенкӗ укçа куçарнă. Июль уйăхӗн вӗçӗнче маркетплейс ятӗнчен шăнкăравласа заказ çитнине пӗлтернӗ те СМСпа килекен кода калама ыйтнă. Унтан «Росфинмониторингран» шăнкăравланă, ют çӗршыв çыннин ячӗпе доверенность çырнăшăн уголовнăй явап тыттарассипе хăратнă ăна. Хайхи этем унăн акцийӗсене 18 миллион тенкӗлӗх сутасшăн имӗш. Хӗрарăм хăранипе вӗсем каланă шут çине акцисенчен килекен дивидент укçине çав кунах куçарнă. Каярах акцийӗсене те сутнă.

Курьера париччен купюрăсене сăн ӳкерсе юлнă вăл, унтан хура пакетпа кăларса панă. Çапла виçӗ хутчен. Ултавçăсене пӗтӗмпе 39 миллион тенкине хăй аллипех тыттарса янă. Кунпа та лăпланман-ха хайхисем. Каллех шăнкăравласа такам автомобильне залога парса 5 миллион тенкӗ çӗнӗ кредит илме хатӗрленнине каланă, çавăнпа васкаса хăйне кредит илме хушнă. Çапла хӗрарăм автомобильне сутнă 800 пин тенкине те куçарнă вӗсене. Тепӗр кунхине ФСБ уйрăмне кайса хăйне шăнкăравлакан сотрудникпа куçа-куçăн калаçма шут тытнă вăл. Кунта тин хăйне улталанине пӗлнӗ. Телефонпа шăнкăравлакансене шанса çакăн чухлӗ укçа куçарас вырăнне малтанах ФСБ уйрăмне кайса информацие тӗрӗслеме мӗн чарнă-ши ăна?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество #ОсторожноМошенники