Гепатитпа чирлекенсен шучӗ икӗ хут ӳссе 24 пине çитнӗ
2025 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Тутарстанра С гепатитпа 24 пин çын учетра тăрать. Кун пирки «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн эпидемиологи надзорӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Лилия Юзлибаева пӗлтерчӗ.
«Тӗнчере паянхи куна С гепатитпа чирлекен 70 миллион ытла çынна регистрациленӗ, Раççейре ку цифра 5 миллиона çывхарать, Тутарстанра – 24 пин. Çак шутра вăраха кайнă гепатитпа чирлекен çынсем кăна мар, юнра вируса хирӗç кӗрешекен антитела тупнисем те пур. Хальлӗхе вӗсем гепатитпа чирлеççӗ е инфекцирен сывалнă – калама йывăр. Çакна пӗлес тесен вӗсене диагноз лартмалла», – пӗлтерчӗ Лилия Юзлибаева.
Вăл каланă тăрăх, çулсерен Тутарстанра 35-45 çынна чир ерет, Раççейӗпе ку цифра çулталăкне 12-15 пине çити ӳсет.
Спикер чир-чӗр мӗнле майпа куçнине уйрăм тимлӗх уйăрчӗ. Инструментсене кирлӗ пек тирпейлемесӗр медицина манипуляцийӗсем тусан, санитарипе гигиена нормисене пăхăнман тату- тата илем салонӗсене çӳресен, ăнсăртран ар çыхăнăвӗ пулсан инфекци ерес хăрушлăх пысăк пулнине асăрхаттарчӗ вăл. Çавăн пекех бритвăпа, маникюр наборӗпе, шăл щеткипе тата ытти харпăр гигиена хатӗрӗсемпе асăрхануллă пулмалла, вӗсене ытти çынсене памалла мар.
ТР сывлăх сыхлав министерствин инфекци чирӗсемпе штатра тăман тӗп специалисчӗ Халит Хаертынов ытти гепатитпа танлаштарсан С гепатитпа чирлисен фиброзпа цирроз аталанас хăрушлăх пысăк пулнипе, вăл организмăн ытти тытăмне сиен кӳме пултарнине те палăртрӗ. Унсăр пуçне гепатит С вирусӗ онкогенлă, пӗвер ракне пуçарса яма пултарать.
Республикăри клиника инфекци больницин (РКИБ) тӗп врачӗн çумӗ Юлия Созинова пӗлтӗр Тутарстанра С гепатитпа чирлекен 1500 яхăн çын сывалнине пӗлтерчӗ. Вăл каланă тăрăх, 2024 çулта 1 047 пациент терапи иртнӗ, 2026 çулта 2 900 çынна сиплеме палăртнă. Тутарстанăн гепатитпа кӗрешес енӗпе пӗлтерӗшлӗ çӗнтерӗвӗ – ачасен хушшинче чир çукки. 2024 çулта чирленӗ ачасене пурне те сипленӗ.
2025 çултанпа Раççейре «Продолжительная и активная жизнь» наци проекчӗ пурнăçланать. Унăн мероприятийӗсенчен пӗри С гепатитпа кӗрешесси тата асăннă чир сарăлассине чарасси шутланать. Программа шайӗнче пациентсене эмел терапийӗпе тивӗçтереççӗ, сиплев тухăçлăхне тӗрӗслеççӗ тата чирлисен реестрне тытса пыраççӗ. Республикăра С гепатитлă çынсене пулăшасси виçӗ тапхăртан тăрать:
- Тухтăрсем çынсене тӗрӗслеççӗ, С гепатитпа чирлеме пултаракансене палăртаççӗ.
- Муниципалитетсем хушшинчи центрсем диагноза çирӗплетеççӗ, вируса хирӗçле терапи ирттереççӗ.
- Специализациленӗ клиникăсем пациентсене малалла сăнаса реабилитаципе тивӗçтереççӗ.
Медицина пысăк çитӗнӳсем тунă пулсан та вирус мӗнле майпа куçни пирки çынсем пӗлменни, С гепатитран прививка çукки, симптомсем тӳрех палăрманни чирпе вăхăтра кӗрешме памасть. Çавăнпа çынсем чире вăхăтра тупса палăртни, вăл мӗнле майпа ернине тата хăйсене мӗнле хӳтӗлемеллине пӗлни пӗлтерӗшлӗ. Вируслă С гепатита çӗнтерес тесен патшалăх, тухтăрсем тата общество пӗрле ӗçлемелле. Çапла кăна чирлисен шутне чакарма пулать.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев