Асăрханăр, сăвăссем вăраннă!
Кунран кун ОРВИ, грипп, ковид чирӗсене диагноз лартасси чакать пулин те çăмăлттайла сыхланмасăр çӳреме иртерех. Чи малтанах халь санитарипе гигиена процедурисем çине пусăм тумалла.
Çаксем çинчен мартăн юлашки кунӗнче «Татар-информ» информаци агентстви йӗркеленӗ пресс-конференцире Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ, Хусан патшалăх медицина академийӗ (КГМА) эпидемиологипе дезинфектологи кафедрин аслă преподавателӗ Любовь Геннадьевна Авдонина тата ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тӗп эпидемиологӗ, КГМА эпидемиологипе дезинфектологи кафедрин доценчӗ Дмитрий Владимирович Лопушов каласа пачӗç.
Сăмах хӗрлӗ шатрасенчен (корь тата краснуха) прививкăсем тăвасси пирки пулчӗ. Халӗ республикăра вакцина çителӗклӗ иккен. Тӗпрен илсен санэпидемиологсем сăвăссем çинче чарăнса тăчӗç. Любовь Геннадьевна хулăн юр айӗнче лайăх хӗл каçнă хыççăн ăшăсемпе вăраннă кăпшанкăсем чӗрчунсемпе çынсене çыртма пуçлани çинчен каласа пачӗ. Мартăн 25-мӗшӗнче Çӳлту районӗнче республикăра кăçал сăвăс çыртнă пӗрремӗш çын медиксем патне пулăшу ыйтса пынă. Хыççăнах Эльмет, Азнакай, Ешӗлвар, Нурлат районӗсенче пурăнакансем сăвăссем çыртни çинчен пӗлтернӗ. Хусан çынни те тухтăрсем патне сăвăс çыртнипе пынă, анчах ăна каннă вăхăтра Сочи сăвăсӗ çыртнă иккен, пирӗн мар.
Дмитрий Владимирович сăвăссем саракан энцефалитран прививка тума 6427 çынна палăртнине, вӗсенчен 10 проценчӗ çеç вакциацие иртнине каласа пачӗ. Халӗ прививка тума кая юлнă ӗнтӗ, сăвăссен «сезонӗ» вӗçленессе, октябр-ноябрь уйăхӗсене кӗтмелле тесе пӗлтерчӗ Д. Лопушов. Энцефалита хирӗç иммунитет çирӗплентӗр тесен виçӗ хутчен иртмелле иккен вакцинацие: 1-мӗш хут октябрь-февраль уйăхӗсенче, 2-мӗш хут – икӗ эрнерен, уйăхран иртни те лайăх теççӗ медиксем, 3-мӗш хут– 1-мӗшӗ хыççăн шутласан тепӗр 9 уйăхран. Кун хыççăн кашни виçӗ çулта пӗрер хутчен вакциаци иртни иммуитетшăн çителӗклӗ теççӗ: хальлӗхе сăвăссенчен ертекен энцефалитетран хӳтӗленмелли меслет пӗртен-пӗр прививка пулса тăрать. Уйрăмах ялта пурăнакансен, дачăна, вăрмана çӳрекенсен вакцинаци иртмеллине аса илтерчӗç эпидемиологсем.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев