Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Гриппа чирлекенсен шучӗ ӳсет

Тутарстанри Роспотребнадзорăн управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина «Татар-информра» ИА иртнӗ пресс-конференцире регионта грипп сарӑлни çинчен пӗлтерчӗ.

«Гриппа чирлекенсен шучӗ паян ӳссе пырать. Сентябрь уйӑхӗнче чирлекенсен шучӗ 1 процентпа палăратчӗ пулсан, паянхи кун тӗлне, юлашки эрнере гриппа чирлекен 30 çын, ку вăл чирлекенсен 2,6 проценчӗ», – пӗлтерчӗ Любовь Авдонина.

Çак шутран вунă çыннăн А(H1N1) грипп вирусӗ палăрни паллă. Çитес сезонра уйрăмах сысна грипӗ сарӑлнине пӗлтерӗ спикер.

«Ытти вируссемпе танлаштарсан, вăл йывăр юхӑмпа иртет тата чир хыççăн вӗрӗлни те йывӑрлӑх кӳрет. Теветкеллӗх ушкӑнӗнче 60 çултан иртнисем, пӗчӗк ачасем, ача кӗтекен хӗрарăмсем, вӑрах чирлесе тăракансем», – хушса хучӗ ведомство представителӗ.

Иртнӗ эрнере Тутарстанра 13 711 çын ОРВИпе тата  гриппа чирленине регистрациленӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье