Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ял хуçалӑх министерстви блогерсемпе журналистсен хушшинче «МедиаПоле» премине илме заявкӑсем йышӑнма пуçланӑ

Раççейӗн Ял хуçалăх министерстви ял пурнăçӗн, агротуризмăн, халăхсен йăлисен илӗртӳлӗхне ӳстерекен медиапроектсемпе ӗçлекенсене тӗрев пама йышăннă.

Раççейӗн Ял хуçалӑх министерстви блогерсемпе МХХ  представителӗсенчен ял темипе хатӗрленӗ информаци проекчӗсен Наци премине хутшӑнма заявкӑсем йышӑнма пуçланӑ.

Преми «Ял территорийӗсене комплекслӑ майпа аталантарасси» программăпа килӗшӳллӗн пурнӑçаланть. Премин тӗп тӗллевӗ Раççей ялӗсен ырӑ сӑнарне йӗркелессипе, хула тулашӗнчи территорисене тата агротуризма аталантарассипе çыхăннă ертӳçӗ опыта сарассипе,   ял хуçалӑх ӗçӗн пӗлтерӗшне ӳстерессипе, халӑх йӑли-йӗркисене тата историпе культура хаклӑхӗсене упрассипе пурнăçланнă медиапроектсене тупса палăртасси тата малалла ӗçлеме хавхалантарасси.

«МедиаПоле» наци премине Раççей Федерацийӗн гражданӗсем 18 çултан пуçласа хутшăнма пултараççӗ. Çавсен шутӗнче – уйрӑм авторсем, блогерсем, студентсем, çамрӑк специалистсем, медиаконтент авторӗсем, МХХ представителӗсемпе журналистсем.

Заявкӑсене сентябрӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаççӗ. Медиасферӑн  паллӑ эксперчӗсенчен тăракан жюри чи лайӑх 120 автора суйласа илӗ. Октябрь уйӑхӗнче финалистсем икӗ кунлӑх ӗç программине хутшӑнӗç, унта медиасферӑри ертӳçӗ эксперчӗсемпе паллашӗç тата çӗршыври чи лайӑх медиацентрсене çитсе курӗç. Çӗнтерӳçӗсене хӑйсен проекчӗсене малалла аталантарма укçан сертификатсем пама йышăннă. Ăна тата    РФ Ял хуçалӑх министерствин парнисене официаллă церемоние чӗнсе илсе парӗç.

Премин парне фончӗ 5 миллион тенкӗпе танлашать. Кун пирки тӗплӗнрех информацие тата заявкӑсем памалли формӑна официаллӑ сайтра тупма пулать: https://медиаполе.рф/  Унсăр пуçне Премин   ВКонтактери страницинче тата MAXра.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #МедиаПоле