Ял хуçалӑхĕшĕн сасӑлама пулать
Достижения.рф сайтра объектсен списокне анлӑлатнӑ. Ресурсра Тутарстанӑн ял хуçалӑх отраслӗшӗн сасӑлама пулать.
2022 çулта Тутарстан Республики икӗ миллион тонна ытла сӗт суса илнĕ. Регион аграрийӗсем 5,2 миллион тонна тырпул çитӗнтернӗ. Сахӑр кӑшманӗн, çӗрулмин тата пахча çимӗçӗн тивӗçлӗ тухӑçне пухса илнӗ.
Республика сӗт суса илессипе Раççей Федерацийӗн субъекчӗсен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, иккӗмӗшӗ — çӗрулми енӗпе. Аш-какай, тырӑ, çӑмарта, сахӑр кӑшманӗ туса илессипе малта пыракан вунă регион шутне кӗрет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев