Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Яланах янра, чăваш чӗлхи!

Апрелӗн 30-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнче Чӑваш чӗлхи кунне тата Аслă Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 178 çул çитнине халалланă мероприяти иртрӗ.

Районти Культура çуртӗнче ку уява тӗплӗн хатӗрленнӗ. Çакă фойери куравсенченех палӑрчӗ. Тӗп библиотека ялти вулавăшсемпе пӗрле  И.Я.Яковлев пирки чӑвашла кӗнекесен куравне йӗркеленӗ, ачасен ӳкерчӗкӗсене те курма пулчӗ. Çаплах чӑваш шкулӗсенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, ТР Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗн районти уйрăмӗн пайташӗсем чăвашсен çи-пуçӗпе, капăрлăхӗсемпе паллаштарчӗç. Районти таврапӗлӳ музейӗпе архив та Иван Яковлевӑн пурнӑçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен çырнӑ кӗнекесемпе архив материалӗсем тăратнă. Ачасем ал ӗçӗпе аппаланнине курма кăмăллă пулчӗ – вӗсем вӗтӗ шӑрçаран капăрлăхсем ӑсталарӗç. Чӑваш апат-çимӗçне астивме те май пулчӗ.
Акă кӗтнӗ самант çитрӗ – уяв пуçланчӗ. Ульяновск хулинчи «Мономах» журналăн тӗп редакторӗ Ольга Георгиевна Шейпак та килсе çитнӗ çак уява. И.Я.Яковлев çинчен ӳкернӗ «Иван и Екатерина. Победа на двоих» фильма епле ӳкерни çинчен каласа пачӗ. Фильма унăн  сценарийӗпе Президентӑн культура пуçарӑвӗсен фончӗн гранчӗ пулӑшнипе ӳкернӗ. Иван Яковлевичпа мăшăрӗн Екатерина Алексеевнан (хӗр чухне Бобровникова) пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ пирки каласа панă кинора.
Кино вӗçленсен сцена çине хаклă хăнасем тухса калаçрӗç,  залри çынсене Чăваш чӗлхи ку­нӗпе саламларӗç.

– Çӗпрел районне пӗрремӗш хут килсе куртăм. Ачасем пурте чӑваш тумӗпе килни кӑмӑллӑ, чӑвашла калаçни савӑнтарчӗ. Сирӗн районти чăваш чӗлхине вӗрентекенсемпе тачӑ çыхӑну тытатпӑр. Тӗрлӗрен  семинарсем, конференцисем пӗрле ирттеретпӗр. Вӗренекенсем те Ульяновск облаçӗ ирттерекен конкурссене хутшăнаççӗ, çакна ырламалла. Малашне те туслă çыхăнура пулăпăр, – терӗ Ульяновск облаçӗн Вӗренӳ аталанӑвӗн институчӗн тӗп специалисчӗ Владимир Владимирович Грузин. 

Çӗпрел районӗн пуçлăхӗн çумӗ, вырăнти ЧНКЦ председателӗ Алексей Егорович Ярухин та чăваш чӗлхине манмалла марри, упрамалли, аталантармалли пирки каларӗ. Шкул ачисене Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлев музейне экскурсие илсе кайма сӗнчӗ. 
Хулаçырми шкулӗн директорӗ, ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Надежда Федоровна Мокшина та чăваш чӗлхин пуласлăхӗ хумхантарнине палăртрӗ.

– Чăвашсем! Паян пур эпир, ыран мӗн пулӗ пирӗнпе? Чӑваш кӗнекисене вуламасан, чӑваш киновӗсене пӑхмасан, хаçат- журналӗсене çырăнса илсе вуламасан... Акă, юлашки вăхăтра  Çӗпрел районӗнчи «Тӑван ен», республикăра пичетленекен «Сувар» чăвашла хаçатсен тиражӗсем чакни питӗ хумхантарать. Чăвашсем вулама пăрахрӗç-ши? – терӗ вăл.

Çак сăмахсем чӗнӳ евӗрех янăрарӗç. Кашнин чӗрине кӗрсе вырнаçрӗç пуль.
Уявра вӗренӳре çитӗнӳ ту­нă ачасене, вӗрентекенсене, чăвашлăх ӗçӗнче палăрнисене Тав хучӗсемпе чысларӗç. Ачасен «Çамрăклăх», ЧНКЦ хастарӗсенчен тăракан «Мерчен» ушкăнсем юрă-ташăпа савăнтарчӗç.
Мероприяти вӗçленсен унта хутшăннисенчен Чăваш чӗлхи кунӗ пирки харпăр шухӑшӗсене ыйтса пӗлтӗм.
Людмила Александровна Яру­­хина, Çӗнӗ Упири тӗп шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ:
– Кӑмӑллӑ, чаплă иртрӗ паянхи мероприяти. Пурте чӑваш тумӗсемпе. Эпир те 5-6 классем­пе килтӗмӗр. Ачасем питӗ са­вӑ­нӑçлӑ. Шкулта «Мерчен» ушкӑн йӗркеленнӗ. Репетицисене хаваспах çӳреççӗ ачасем. Чӑваш юрри-ташшине кӑмӑлласа вӗренетпӗр. Шкул, район шайӗнче иртекен мероприятисене хутшăнатпăр. Ачасем чӑвашла калаçса ӳсни савăнтарать.
Егор Молгачев, Упири вӑтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен:
– Тимлӗн пӑхса лартăм Аслӑ Патриарх пирки ӳкернӗ кинона. Кӑсӑклӑ пулчӗ кашни саманчӗ. Килте те яланах чӑвашла калаçатпӑр. Хӑш-пӗрисем вырӑсла калаçнине илтме тӳр килет. Манмалла мар анне чӗлхине!
Чӑваш чӗлхи малалла та аталанса пытӑр. Чӗлхене Çӗр чăмăрӗ çинчен çухалма парар мар.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗнӗ Упи.
Сăнӳкерчӗк «Тăван ен» хаçатăн. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашский язык 25 апреля – День чувашского языка