Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йăлари çемье хаклăхӗ пурне те пӗрлештерет

Октябрӗн 29-30-мӗшсенче Хусанта Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне вырăс православин старообрядецсен «Йăлари çемье хаклăхӗсем» Пӗтӗм Раççейри форумӗ ӗçлерӗ.

Икӗ куна тăсăлнă мероприяти ТР Наци библиотекинче тата Свияжск хулинче иртрӗ. Унта 200 ытла çын хутшăнчӗ.

Общество аталанăвӗ пӗр кăлтăксăр, яка пулса пымасть, шел пулин те. Тӗрлӗ çынсенчен тăраканскер, тӗрлӗ идейăсен пуххи пулса тăрать. Пӗр идейăна нумайăшӗ йышăнаççӗ, ăна аталантарассипе çыхăннă тӗллевсене палăртса пӗрле ун патне талпăнаççӗ. Тӗрлӗ идейăсем (пӗр-пӗрне хирӗçлекеннисем пулсан тата та) çынсене ушкăн-ушкăна уйăрса хирӗçтерсех яраççӗ. Паллах, ку вăхăтлăха çеç. Апла пулин те вăл ыратупа, çухатупа çыхăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар пулӗ. 

Вырăс Православи Чиркӗвӗн историйӗнче çакăн пек тапхăр пур. XVII ӗмӗрте чиркӳ икӗ пая пайланни çинчен сăмахăм. Мускавра 1650 çулсенче пуçланнă вăл. Никон патриарх реформăсем ирттерме пуçланине çине тăрса хирӗçлекенсем çӗннине йышăнма килӗшмен. Çакăншăн хӗн-асап тӳсме те тӳр килнӗ – еретиксем тесе Пысăк Мускав соборӗнче анафемăна панă вӗсене, тăван вырăнӗсене хăварса ирӗклӗрех çӗре куçса кайнă, теприсене вăйпа  ăсатнă. Василий Суриковăн «Боярыня Морозова» картини питӗ асра юлмалла кăтартать çакна. Реформăна хирӗçлекенсене старообрядецсем теме пуçланă, вӗсем те Христиан тӗнне тытса пыраççӗ, анчах Турра кӗл тăвас йăли урăхларах.

Ӗмӗрсем иртсен те старообрядецсем хăйсен йăлисене çирӗп тытаççӗ. Тутарстанра та вӗсем ытти конфессисемпе танах общество пурнăçне хутшăнаççӗ. Хусанта старообрядецсен икӗ храмӗ ӗçлет: Вырăс Православи Старообрядецсен Чиркӗвӗн (РПСЦ)  Хусан-Вятка    епархийӗн кафедральнăй соборӗ – Пукрав соборӗ тата А.Островский урамӗнчи Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн храмӗ. Ку епархи Тутарстан, Чăваш, Удмурт, Мари Эл республикисенче Ульяновск, Киров облаçӗсенче пурăнакансене 30 прихута пӗрлештерсе тăрать.

Çемье çулталăкӗнче иртекен форума ТР Раисӗ Рустам Минниханов та хутшăнчӗ. Вăл старообрядецсен пӗрлешӗвӗсене республикăри  ытти тӗн конфессийӗсемпе çемье, тăван çӗршыв хаклăхӗсем çине пӗрпек пăхни пӗрлештернине палăртрӗ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене старообрядецсем, вӗсен çемйисем гуманитари пулăшăвӗ кӳнине пысăка хурса хаклани çинчен те каларӗ. Хусанта старообрядецсен музейне (Старая урамӗ, 17-мӗш çурт) пӗрле тăрăшса йӗркеленине те аса илчӗ.   Общество аталанăвне тӳпе кӗртнисене ТР Раисӗ республикăн патшалăх наградисене парса чысларӗ: РПСЦ Мускав тата Пӗтӗм Руçăн митрополичӗ Корнилий «Дуслык» ордена тивӗçнӗ, Древлеправославно-кафолически тӗне ӗненекенсен Хусан общинин секретарӗ, ятарлă çар операцине хутшăннă Ильяс Султанов «Тутарстан Республики умӗнчи тивӗçсемшӗн» орден медальне илчӗ. Тутарстан Раисӗ çавăн пекех «Ана даны – Анне мухтавӗ» тата «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» медальсем пачӗ. 

Форума Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенче ӗмӗрсем хушши пурăнакансем çеç мар, юлашки çулсенче АПШ, Бразили, Австрали, Казахстан, Молдова çӗршывӗсенчен куçса килнӗ старообрядецсем те хутшăнчӗç.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗксем  «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев