Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йăласене улăштарар

Чӗре, юн тымар чирӗсене пула вилекенсем йышлă. Кулленхи пурнăçра та «инсульт», «инфаркт» тенине час-час илтетпӗр. Çак чирсенчен сыхланма пулать-и? Мӗнле майпа?

Чӗре, юн тымар чирӗсене пула вилекенсем йышлă. Кулленхи пурнăçра та «инсульт», «инфаркт» тенине час-час илтетпӗр. Çак чирсенчен сыхланма пулать-и? Мӗнле майпа?

Кардиологсем ку чирсене пирӗн кулленхи йăласемпе  çыхăнтараççӗ. Тӗслӗхрен, пылак çимӗç юратни. Рационра сахăр сахалрах пулмалла теççӗ вӗсем. Мӗншӗн тесен сахăр пур çимӗçсем юн пусăмне ӳстереççӗ. Пылак апатпа сывпуллашнă чух улма-çырларан мар, пӗремӗк-канфетран пуçламаллине те асăрхаттараççӗ тухтăрсем.

Çавăн пекех тăварпа та асăрхануллă пулмалла, талăкра 5 граммран (1 чей кашăкӗ) ытла çимелле мар. Мӗншӗн тесен тăвар  организмри шыва тытса тăрать, ку вара чӗрешӗн йывăр.

Пирус туртма пăрахмаллине, эрех-сăра сахалрах ӗçмеллине каланă кардиологсем.

Чӗре сывлăхӗшӗн усăллă кали, магни микроэлементсемпе пуян апат çиме сӗннӗ. Шпинатра, пăрçара, бананра, финиксемпе фасольте, мăйăрта нумай вӗсем.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье