Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЯЛАВ – СĂВАПЛĂ ЯПАЛА

Кашни гражданинăн хăйӗн патшалăхӗн символӗсене хисеплемелле. П.В.Дементьев музейӗнче клубра ӗçлекенсемпе пӗрле августăн 22-мӗшӗнче «Ялав – патшалăх символӗ» темăпа музей урокӗ иртрӗ.

Кашни çулах августăн 22-мӗшӗнче Раççейре Патшалăх ялавӗн кунне паллă тăваççӗ. Çак ялав пӗр вăхăтрах патшалăхпа флот символӗ пулнă. Унтан, чылай каярах, патшалăхăн тӗп ялавӗ вырăнне I Петр патша шурă-кăвак-хӗрлӗ ялав илнӗ.

Ялав вăл, гербпа гимн пекех, патшалăхăн наци символӗ. Кашни гражданинăн хăйӗн патшалăхӗн символӗсене хисеплемелле.

Ялав – сăваплă япала. Ялав тӗсӗсен хăйсен пӗлтерӗшӗсем пур. Шурă тӗс – тăнăçлăхпа тасалăха, кăвакки – ӗненӳпе ăс-хакăла, хӗрли аслăлăхпа вăй-хăвата пӗлтерет.

Музей урокне хутшăннă ачасем сăвăсем вуларӗç, уявăн историйӗ пирки видеофильм пăхрӗç, урамра вара асфальт çине праçнике халалланă илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерчӗç. 

Хаваслă кăмăл хуçалантăр, яланах тăнăçлăхра пурăнар.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: флаг