Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ялсем валли кӗçӗн медицина ӗçченӗсем хатӗрлеççӗ

ТР Сывлăх сыхлав министерстви медицина колледжӗпе пӗрле кăçал сентябрьтен фельдшерсемпе медицина сестрисене пулăшакан кӗçӗн медицина сестрисене хатӗрлемелли çур çуллăх курс йӗркелет.

Ялсенчи кашни çӗнӗ ФАП валли çак тӗлӗшпе квота уйăрнă. Кун çинчен ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ.

– Ялсенче модульлӗ ФАПсем лартассипе Тутарстан малта пыракан регионсенчен пӗри. Наци проекчӗ пулăшнипе 2012 – 2022 çулсенче республикăра 658 çӗнӗ медицина пункчӗ лартнă,– тенӗ вăл.

 Кадрсем çитмеççӗ-тӗк, кирлех-ши кун чухлӗ ФАП? Ку ыйтăва министр: «Çав териех çивӗч проблема темен пулăттăм. Хăш-пӗр ялта чăнах та фельдшерсем çитмеççӗ пирӗн, апла пулин те юнашар ялсенчисем пулăшăва килеççӗ, çурçуллăх курс иртсен кӗçӗн медицина сестрисем вӗсене пулăшӗç»,– тесе хуравланă кадрсен ыйтăвне татса памалли çул-йӗр тупнине пӗлтерсе. Кун пек курссем кăçал сентябрь уйăхӗнчен пуçланаççӗ.

– ФАП пур кашни ялтан пӗр çынна, çамрăк хӗр пулсан аванрах, вӗренме яратпăр. Пӗтӗмпе 1,6 пин специалист хатӗрлес шутлă эпир. Фельдшер çук ФАПсенче кăна мар, пуррисене те пӗр кӗçӗн медицина сестри пулать халь. Курс 6 уйăха тăсăлать. Интернетпа усă курма та вӗрентеççӗ. Малашне даннăйсене компьютера кӗртсе районти тӗп больницăна ярса тăмалла пулать вӗсен», – паллаштарнă министр çӗнӗлӗхпе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здравоохранение