Ялта пурăнакан 288 пин ытла ватӑ çын диспансеризаци иртнӗ
2019-2023 çулсенче Тутарстан Республикинче 65 çултан иртнӗ 288,1 пин ватӑ çынна диспансеризаци тухма пулăшнă.
Ял хутлӑхӗнче пурӑнакансене «Демографи» наци проекчӗ шайӗнче медицина учрежденийӗсене ятарлӑ автомашинăсемпе çитерессине йӗркеленӗ. Кун пирки «Татар-информ» ИА-ра иртнӗ пресс-конференцире ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова пӗлтернӗ.
«2019 çулта федераци бюджечӗн шучӗпе ялта пурӑнакан 65 çултан аслӑраххисене диспансеризаци, профмедосмотр тата медобследовани иртме илсе килме 43 автомашина туяннӑ. 2024 çулта медицина учрежденийӗсене 20,9 пин çынна çитернӗ», — палӑртнă спикер.
Çавӑн пекех Эльмира Зарипова каланӑ тӑрӑх, «Система долговременного ухода» программа шайӗнче республикӑра кашни çул 18,2 пин çын килте социаллӑ пулӑшу илет. Йывӑр чирлӗ ватăсен 10,6 пин çын тӑванӗсене пăхма тӳлевсӗр майпа вӗренсе тухнӑ. Кунсӑр пуçне 2,4 пин йывӑр чирлӗ çын патне социаллă ӗçченне çирӗплетнипе вӗсен 720 тӑванӗ ӗçе таврăннӑ.
Тутарстанра реабилитаци иртмелли техника хатӗрӗсен прокачӗн 27 пункчӗ ӗçленнине тата 2024 çулта 18 пункт уçама шутлине пӗлтернӗ спикер.
Аса илтеретпӗр, сывлаха тӗрӗслесси РФ Президенчӗ Владимир Путин пуçарса янӑ «Демографи» наци проекчӗн «Старшее поколение» федераллӑ проектне пурнӑçланӑ май иртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев