Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ялта та çулсене уçмалла

Элмет районӗнчи Маметьево ялӗнче пӗр ват арçын 57-ри инвалид-арăмӗ валли тухса çӳремешкӗн юр ăшӗнчен 16 метрлă тоннель чавнине çынсем социаллă сетьсенче вырнаçтарсан ку факт Следстви комитечӗн тимлӗхне лекнӗ.

Çула тасатмасăр инвалид-хӗрарăмăн правине пăснине шута илмен ахăр вырăнти власть. РФ Следстви комитечӗн ертӳçи А.Бастрыкин информацие тӗрӗслеме хушсанах хула администрацийӗ çула тасатма килнӗ.
ТӲЛЕС КИЛМЕСЕН ТИРПЕЙЛӖ ÇӲРЕ
Çак кунсенче Хусанта Hyundai Sonata автомобиль водителӗн хăйӗн хурçă учӗпе сывпуллашма тивнӗ. Суд приставӗсен аллине вăл хайхисем патшалăх автоинспекторӗсемпе пӗрле рейда тухсан çакланнă. Докуменчӗсене тӗрӗслеме тесе чарсан çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн правилисене пăснăшăн штрафӗсем 90 пин тенкӗ чухлех пухăнса кайни палăрнă. Парăма вырăнтах тӳлесе татма килӗшменнипе суд приставӗсен машинине арестлеме тивнӗ. Водителӗн вара хурçă утне эвакуатор штрафстоянкăна мӗнле илсе кайнине сăнамалли кăна юлнă.
ӲСӖР ХӖР ВЗЯТКА ПАМА ХĂТЛАННĂ
Пӗкӗлмере çак кунсенче ӳсӗрле руль умне ларнă 29-ти хӗрарăма автоинспекторсем тытса чарнă. Пакунлисене протокол çыртарас мар тесе 31 пин тенкӗ взятка пама хăтланнă вăл, анчах ӗç тухман. Текех автоинспекторсен аллине çакланасран хăрамалли çук унăн. Мӗншӗн тесен руль умне вăл тепӗр çулталăк çурăсăр лараймасть-ха, çиелтен тата 30 пин тенкӗ штраф та тӳлет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество