Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЙĂЛТАХ ÇӖНТЕРӲ ВАЛЛИ

Талисманра салтаксем ачасен чӗре ăшшине туйӗç

Талисманра салтаксем ачасен чӗре ăшшине туйӗç

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăр салтаксемпе офицерсене пур енчен те тӗрев пама, пулăшма тăрăшатпăр. Элмет районӗнчи Сиреньел ял хутлăхӗн çыннисем те вырăнти Культура çуртӗнче йӗркеленӗ йышăну пунктне салтаксем валли тумтир, атă-пушмак, медицина, гигиена хатӗрӗсем, апат-çимӗç, пыл кӳреççӗ. 

Пирӗн ял хутлăхӗ пысăках мар пулин те, темиçе хутчен гуманитари пулăшăвӗ пухса ăсатрăмăр. Ял хӗрарăмӗсем хӗлӗпе ăшă нускисем çыхрӗç, тепловизор валли укçа пуçтартăмăр. Сăваплă çак ӗç пирӗн пӗрре те чарăнман, хальхи вăхăтра стройматериалсем туянма укçа пухатпăр. 

Культура çурчӗн ӗçченӗсем шкул ачисемпе пӗрле «Ырăлăх талисманӗ» Пӗтӗм Раççей акцийӗн «Салтак управçи» («Оберег воина») проектне хутшăнчӗç. Ачасем ăнăçу кӳрекен лаша таканне хăйсен аллипе ăсталаса чӗре пек каснă çырупа пӗрле пӗчӗк хутаçсене хучӗç. Çакăн пек талисманпа пӗрле салтаксем ачасен чӗре ăшшине туйӗç, çӗршыва, чуна çывăх тăван тавралăха камсем хӳтӗленине астуса тăнине пӗлтерӗç. 

Гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçре пулăшнăшăн Сиреньел ял хутлăхӗн пуçлăхне Дмитрий Севастьянова, Ветерансен канашӗн председательне Ираида Федоровăна тата çак пархатарлă ӗçе хутшăннă мӗнпур ял-йыша тав тăватпăр. Пирӗн тӗрев салтаксене пулăшасса шанатпăр, эпир вӗсемпе мăнаçланнине, çав тери хытă юратнине тата килте кӗтнине пӗлсе тăччăр!

 Елена ТИХОНОВА.

 Элмет районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем