Йăнăш çул çине ан тăр, ачам!
Июнӗн 1-мӗшӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ачалăх, ачасем çине тимлӗх уйăрмалли кун. ТР ШӖМӗ те ку темăран пăрăнса иртмест. Çул çитмен граждансем çинчен калаçмалли унăн та нумай, статистикипе теми çеç савăнмаллисем мар – ачасен преступноçӗ. Май уйăхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикăра пурӗ 2378 ача полицире учетра тăрать.
Республикăн Участковăйсемпе çул çитмен ачасемпе ӗçлекен подразделенисен ӗçне йӗркелекен управленийӗн ертӳçи Марат Фатхуллин май уйăхӗн 29-мӗшӗнче журналистсемпе тӗл пулсан, ачасем хутшăннипе пулнă преступленисене кашнине тӗплӗн тишкерсе тӗпченине каларӗ. Ачасемпе çул çитмен çамрăксем йăнăш çул çине тăрасран профилактика çине тимлӗх çителӗклех уйăратпăр пек ӗнтӗ, çавах ăçта-тăр ӗçлесе çитерейместпӗр пулмалла. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 4 уйăхра кăна çул çитмен ачасем хутшăннипе пулнă 258 преступление тӗпчесе пӗтернине асăнчӗ спикер. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 10 уголовнăй ӗç нумайрах ку.
Усал шухăшлă аслисем республикăн çамрăк гражданӗсене ытларах машинăсем вăрлама, çынсене улталама тата наркотикла япаласем салатма явăçтараççӗ иккен. Хăйсем тӗллӗн преступлени тăваканнисем те пур. Пӗр çултисен хушшинче наркотиксем сарас, шулӗкле ӗçсем пек уголовнăй ӗçсен шучӗ ӳснинепӗлтерчӗ спикер. Çакăн сăлтавне вăл цифровизаци аталанăвӗпе çыхăнтарчӗ. Усал шухăшлисен серепине чăн малтан интернетра нумай ларакан ача лекет. Закона пăснă çамрăксенчен (кăçал кун пеккисем пурӗ 183-ӗн) ытларахăшӗ укçа ӗçлесе илес тесе йăнăш çул çине тăнă. Вӗсенчен 16-шӗ судпа маларах та айăпланма ӗлкӗрнӗ, 82-шӗ шкулта вӗренет, 45-шӗ вара ниçта вӗренмест те, ӗçлемест те.
Çулталăк пуçланнăранпа 4 уйăхра хăрушла ӗçсем туса закона пăснă 69 çамрăка тытса хупнă, тепӗр 8-шне ятарлă хупă вӗрентӳ учрежденийӗсене вырнаçтарнă.
1026 çул çитмен ачана тата хăйсен тивӗçне кирлӗ пек пурнăçламан 1198 атте-аннене учета илнӗ. Çапла майпа май уйăхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикăра йӗркене пăснă пурӗ 2378 ача учетра тăрать.
Судпа айăпланнă 60 ача каллех йăнăш çул çине тăрасран ятарлă службăсем профилактика ӗçне йӗркеленӗ.
Шел, преступлени тăвакан çул çитмен ачасен шучӗ ӳснӗрен Марат Фатхуллин çирӗп те тӗллевлӗн ӗçлемелли çине пусăм турӗ. Урăхла каласан ашшӗ-амăшӗсемпе тăтăш курса калаçмалла, постпа патруль службин, участковăйсен, çул çитменнисемпе ӗçлекен инспекторсен, вӗрентӳ, кану учрежденийӗсен ӗçне вăйлатмалла. Уйрăмах ашшӗ-амăшӗ эрехпе, наркотикпа иртӗхекен çемьесенчи ачасене тимлӗхе илмелле.Мӗншӗн тесен ачасем енӗпе те преступленисем сахал мар пирӗн. Ашшӗ-амăшӗ ачине хӳтӗлес вырăнне хăй алă çӗклет. Профилактика ӗçӗсем вăхăтӗнче йӗрке хуралӗ чăн малатан çакăн çине тимлӗх уйăрать. Ачисене тивӗçлӗ пăхман, хӗн кăтартнă 17 тӗслӗхе шута илнӗ кăçал. Полици сотрудникӗсен пуçарăвӗпе çакăн пек 15 çынна ашшӗ-амăшӗн правинчен хăтарнă, 10-шне прависене чакарнă. Ачалăх чи савăнăçлă вăхăт пулмалла пек этемӗн, анчах кунта та пурин те телейӗ пӗр пек мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев