Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЯРДӘМ ЯНӘШӘ! ПУЛĂШУ ЮНАШАР!» ЮХĂМ ЛИСИЧАНСК АЧИСЕМ ВАЛЛИ КӖНЕКЕСЕМ ПУÇТАРАТЬ

Гуманитари грузӗ Хусантан декабрӗн 22-мӗшӗнче каять. Тутарстансем фронт çывăхӗнчи хулари ачасене валли парнесене гуманитари пулăшăвӗ пуçтаракан кирек хăш пункта та килсе пама пултараççӗ.

– Ачасем мӗнле лару-тăрура та ачасем пулса юлаççӗ. Ăçта пурăнсан та вӗсене Çӗнӗ çул уявӗ кирлӗ. Лисичанскра паянхи кун икӗ пине яхăн тӗрлӗ çулти ача пурăнать. Чаплах пулмасан та, кашни ачашăн уяв туса парас килет пирӗн, – тесе пӗлтернӗ «Пулăшу юнашар!» юхăмăн координаторӗ Тимур Сафин.  
Кӗнекесемсӗр пуçне ытти япаласене те йышăнаççӗ. Пластилин пуххисем, ал-ӗç хатӗрӗсем, канцеляри таварӗсем, пластикран, тимӗртен тунă вылямалли япаласем завод упаковкинче пулмалла.
Паресем йышăнакан пунктсен адресӗсене ярдям.рф сайтра пичетленӗ. Хӗрӳ лини телефонӗ ирхине 9:00 сехетрен пуçласа 18:00
сехетчен ӗçлет:
8-800-350-02-16.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев