Уписем колхоз председательне манмаççӗ
Шӑматкун, февралӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Упи ялӗнче 8 - мӗш хут йӗлтӗрпе чупас енӗпе ӑмӑртӑва, ӗҫ ветеранне, В. И. Чапаев ячӗллӗ колхоз председательне Егор Пантелеймонович Ярухина халалласа ирттерчӗҫ.
Ҫанталӑк аван тӑчӗ, кунӗпех хӗвел пӑхрӗ. Пурте сывлӑхшӑн усӑллӑ спортпа канӑва уҫӑ сывлăшра ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Кам-тӑр йӗлтӗр шӑвассине трасса ҫинче тӗрӗслерӗ, тепри тусӗшӗн пӑшӑрханса, "хӑвӑртрах" тесе кӑшкӑрса вӑй - хӑват парса хавхалантарса тӑчӗ, хусканусем туса та илчӗҫ.
Уява саламлӑ сӑмахпа Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин уҫрӗ, Чӗмпӗр хулинчи Заволжски районĕнчи шалти ӗҫсен ветерансен канашĕн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳçин ҫумӗ, отставкӑри милици подполковникӗ, хастар таврапӗлӳҫӗ В. Е. Ярухин тухса калаҫрӗҫ, пурне те чупура ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Йӗлтӗрҫесем Упи, Алешкин Саплӑк, Аслӑ Аксу, Анат Чакӑ, Чӑваш Ҫӗпрел вӑтам, Ҫӗнӗ Упири тӗп шкулсенчен, кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ, Пӑва хулинчен хутшӑнчӗҫ.
Чӗмпӗртен йăхташӑмӑр - Николай Чернов (Кивӗ Упи) те килсе ҫитнӗ, аслӑ ҫулта пулсан та ӑмӑртура хутшӑнчӗ.
Йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче уйрӑм дистанцисенче тӗрлӗ ӳсӗмрисем тупӑшрӗҫ. Чупса тухнисем вӗри чейпе пылак ҫимепе сӑйланчӗҫ.
Ӑмӑрту вӗҫленсен малти вырӑнсене йышӑннисене, ертӳçӗсем хушшинче уйрӑм,
кубок, медаль, хисеп грамоти парса чысларӗҫ, чи кӗҫӗннипе чи аслӑ ҫулти хутшӑнакансене те палӑртрӗҫ.
Пурте ҫӗнтерӳҫӗ пулаймасть. "Сывӑ ут - пӳре, сывӑ ӑс - тӑн", - тесе ахаль каламан. Кашни кунах тренировка ирттерсе тӑрсан, ҫитӗнӳсем те пулаҫҫӗ, ӳт-пӳ хусканӑвӗсем те ҫирӗпленеҫҫӗ.
Ӑмӑртуран пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев