Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă çар операцине хутшăнакансем хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарӗç

Тутарстан Республикин Культура министерстви пуçарса янă республикăри патриотла юррăсен пӗрремӗш конкурсӗн гала-концерчӗ Раççей кунӗнче, июнӗн 12-мӗшӗнче, 15.00 сехетре «Казан» Çемье центрӗ умӗнче иртнине «Татар-информ» агенствăра пресс-конференцире журналистсене ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова пӗлтерчӗ.

Тутарстанри ятарлă çар операцине хутшăнакансенчен тата СВО ветеранӗсенчен пурӗ 40 заявка килнӗ.  Гала-концерт шайӗнче çӗнтерӳçӗсене «Чи лайăх юрă», «Чи лайăх текст», «Чи лайăх кӗвӗ», «Чи лайăх юрлакан» тата «Гран-при» номинацисенче палăртаççӗ. Жюри – ТР халăх артистки, ТР Патшалăх камерлă хорӗн ертӳçи Миляуша Таминдарова, ТР халăх артистки  Алина Шарипжанова, ТР тава тивӗçлӗ артистки Марина Карпова, Рустем Жига тата Валера Чамрин («Добробат» проект).

Конкурс лауреачӗсене укçа парса хавхалантараççӗ. Унсăр пуçне юррисене студире çыртарма пулăшаççӗ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансемшӗн тылран пулăшни питӗ кирлине, ку ыйтура пултарулăх пысăк пулăшуçă пулса тăнине «Добробат» ушкăнăн  солисчӗ Иван Хомяков пӗлтерчӗ. Раççей салтакӗн паттăрлăхӗ ӗмӗр-ӗмӗрех юррăсенче сыхланса юлать.  «Добробат» ушкăнăн юррисене передовойра итлени, вӗсене  хăш-пӗр подразделенисенче  гимн вырăнне йышăнни çӗнӗ юрăсем çырма хавхалантарнине каласа хăварчӗ солист. 

Конкурса хутшăнакансенчен пӗрисем – «Никто кроме нас СВО РТ» ятарлă çар операцийӗн хӗрарăмсен волонтер юхăмӗ. Ăна пуçарса яракан Лилия Култышева республикăри патриотла юррăн конкурсӗ – Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене пулăшнине тата вӗсене тав тумалли май пулса тăнине шанать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс патриотизм Герои СВО #ДеньРоссии