Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене юридици ыйтăвӗсене татса пама пулăшаççӗ

Республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен çемйисем юлашки виçӗ уйăх хушшинче 100 ытла тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗ илнӗ. Кун пирки ТР Юстици министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене комплекслă пулăшу парасси ТР Раисӗ Рустам Минниханов хушнипе пурнăçланать. Кашни кӗçнерникун «Защитники Отечества» фондра Республикăри патшалăх юридици бюровӗн специалисчӗсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене тӳлевсӗр юридици ыйтăвӗсемпе çыхăннă канашсем параççӗ, кирлӗ документсене хатӗрлеме  тӳлевсӗр пулăшаççӗ. Вӗсене парăнакан çăмăллăхсем çинчен, социаллă тӳлевсене тата компенсаци мӗнле илмеллине, çапăçу ветеранӗн удостоверенине  мӗнле тумаллине, ашшӗ пулнине суд урлă мӗнле палăртмаллине каласа параççӗ. Кăçалхи виççӗмӗш кварталта  кун пек пулăшăва 112 çын илнӗ.

«Пирӗн тӗп тӗллев – Тăван çӗршыва хӳтелекенсене право тӗлӗшӗнчен пулăшасси. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен тата вӗсен çемйисен ыйтăвӗсене хăвăрт тата тухăçлă татса парасси пирӗн тӗп задача», – палăртнă  Республикăри патшалăх юридици бюровӗн ертӳçӗ специалисчӗ Ильхам Мидхатов.

Пулăшу кунӗсем хăçан иртнине 8(843)598-40-53 е 8(843)598-40-55 номерсемпе шăнкăравласа пӗлме пулать.

 ТР Юстици министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Помощь СВО #МинюстРТ