Ятарлă çар операцине хутшăнакансене парăнакан пулăшу
Тутарстанра СВО ветеранӗсене тата вӗсен çемйисене пулăшу парасси анлăлансах пырать, çав шутра ТР Экономика министерствин пуçарăвӗсем урлă та. Кун пирки ТР экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗ тата Предпринимательство аталанăвӗн департаменчӗн директорӗ Наталья Кондратова пӗлтернӗ.
ТР Предпринимательствăна тӗрев паракан фонд тата ТР Гаранти фончӗ пулăшнипе СВОна хутшăнакансем çăмăллăхлă финанс продукчӗсемпе усă курма пултараççӗ. Вӗсен çулталăкне 1 процент ставкăпа 5 миллион тенкӗ таран микрозайм илме май пур. Укçана вăхăтра тавӑрса параймасан, фонд парăм укçин 70 процентне çити витме пултарать. Çак пулăшу мерипе усă курса 52 предприниматель 210 миллион тенкӗ илнӗ.
Кăçал ятарлă çар операцин ветеранӗсем валли пуçарса янă вӗрентӳ программин иккӗмӗш юхăмӗ вӗçленнӗ, ун шайӗнче 7 çын хăйӗн ӗçне йӗркеленӗ. 2025 çулта 120 çынран кая мар вӗрентме палăртнă. Пӗрремӗш вӗренӳ «Тăван çӗршыва Хӳтӗлекенсем» Патшалăх фончӗ пулăшнипе иртнӗ, унта куçăн майпа 21 çын тата 51 çын куçăн мар майпа хутшăннă.
Наталья Кондратова ветерансемпе вӗсен çемйисемшӗн практикăлла хăнăхусем пысăк пӗлтерӗшлӗ, министерствăн тӗп тӗллевӗ – проектсене пурнăçа кӗртнӗ кашни тапхăрта пулăшу парасси пулнине палăртнă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев